Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кĕнекепе – Çĕнĕ çула

Ачасемпе çамрăксен регионсен хушшинчи “Кĕнекепе – Çĕнĕ çула” вулав фестивалĕ пирĕн республикăра иккĕмĕш çул иртрĕ. Çак уяв вăхăтĕнче ялти тата шкулти библиотекăсенче вырăнти çыравçăсемпе тĕл пулусем йĕркелерĕç, районти ача-пăча вулавăшĕнче, ялсенчисенче “Вулакансен лидерĕ-2007”, электронлă презентацисен “Манăн çемьен юратнă кĕнекисем” – конкурссем иртрĕç. Шупашкарти “Салют” культура керменĕнче вара “Кĕнекепе – Çĕнĕ çула” фестивалĕн вĕçлев кунĕ “Книжная радуга детства” пулчĕ. Ăна Культура, национальность ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Н.Володина уçрĕ. Пухăннă кĕнеке ту-сĕсене уяв ячĕпе саламларĕ. Çитес вăхăтрах республикăри ачасен библиотекисем çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланасса шантарчĕ.

Хĕл Мучипе Юр пике “Манăн çемьен юратнă кĕнекисем” конкурс çĕнтерÿçисене сцена çине чĕнсе хăпартрĕç. Çĕнтерÿçĕсем хушшинче пирĕн районтан Ильинсемпе Исаевсен çемйисем. Хĕл Мучи вĕсене диплом тата хаклă парнесем парса чыс турĕ.

Николай Ивановичпа Валентина Николаевна Ильинсем – Сăкăтран. Уява икĕ ывăлĕпе – Алешăпа, Ва-ньăпа килнĕ. Ильинсем çемйипех библиотекăпа кĕнеке тусĕсем. Алешăпа Ваня ялти, шкулти библиотекăран кĕнекесем илсе вулаççĕ. Вĕсене унти фонд тивĕçтермен чухне районти ача-пăча библиотекине те çитме ÿркенмеççĕ. Паллах, кĕнекепе туслăскерсем шкулта та лайăх вĕренеççĕ. Ачасен ашшĕпе амăшĕ те, аслашшĕ те кĕнекепе туслă.

Патăрьелĕнчи Исаевсем çинчен те ыррине çеç каламалла. Надежда Васильевна хăй тĕслĕх библиотека директорĕ пулса ĕçлет, хĕрĕ Наташа унта килмесĕр пĕр кун та ирттермест. Вăл çулленхи районти ача-пăча библиотеки ирттерекен “Вулакансен лидерĕ” конкурс çĕнтерÿçи. Кукамăшĕ Александра Алексеевна Чăваш кĕнеке издательствинчен килнĕ кĕнекесене юратса вулать, вĕсене сÿтсе явнă çĕре хутшăнать. Çак уявра Шăнкăртамри ачасен библиотекинчи вулавçă А.Шарягова 7-10 çулхисем хушшинче «Вулакансен лидерĕ-2007» çĕнтерÿçин ятне илчĕ. Дипломпа хаклă парнеллĕ пулчĕ. Ф.Тазетдинова ачасемпе ĕçлекен “Чи хастар библиотекарь” номинацинче çĕнтерÿçĕ ятне илнĕ. Дипломпа хаклă парнене тивĕçрĕ.

Уява Мускавран Е.Усачева, Чĕмпĕртен В.Корпуглов килнĕ. Республикăри ачасем валли çыракан писательсемпе поэтсем хутшăнчĕç. “Салют” культура керменне çÿрекен çамрăк артистсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç.

Патăрьелĕнчен килнĕ çĕнтерÿçĕсене Раиса Сарпи саламларĕ, “Эсир çакăн пек маттур пулнăшăн савăнтăм, питĕ мăнаçланса лартăм”, – терĕ. Районти ача-пăча библиотекине Раиса Сарпи хăйĕн “Тавах сире, атте-анне” кĕнекине парнелерĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 января 2008
00:00
Поделиться