Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йăла-йĕркене пăрахăçламаççĕ

Нăрваш Шăхалĕнче ырă йăла-йĕркене çирĕп пăхăнса пурăнаççĕ, пăрахăçламаççĕ. Çак кунсенче, акă, вĕсем Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ В.Бородкин ячĕпе волейболла выляссипе вун çиччĕмĕш хут ăмăрту ирттернĕ. Хамăр районсемсĕр пуçне тĕп хуламăртан – Шупашкартан та, Каçал тăрăхĕнчен те командăсем тăратнă. Куçса çÿрекен кубока Чăваш патшалăх университечĕн туслă та çамрăк спортсменĕсем çĕнсе илнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 января 2008
00:00
Поделиться