Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Гриппа кĕрешме – прививка

Сывлăх сыхлавĕн орга-нĕсенче тăрăшакансем грипп сарăласран чире хирĕç кĕрешмелли меро-приятисен планне туса хатĕрленĕ. Ку ĕçре профилактика прививки питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Наци приоритетлă проектне пурнăçласа района 5800 гриппол вакцина уйăрнă. 3232 çын грипран прививка тăвăннă (районти халăх йышĕн 8, 02 проценчĕ чухлĕ). Асăннă прививкăна садиксене çÿрекен, 1-11-мĕш класс ачисене, медицина, шкул работникĕсене, 60-тан иртнĕ çынсене тунă. Унсăр пуçне 2000 çын валли вырăнти бюджетран укçа-тенкĕ уйăрнă.

Районти халăх йышĕн 20 проценчĕ грипран прививка тăвăнмалла. Чиртен хÿтĕленменни йывăрлăха кĕртсе ÿкерме пултарать. Прививка туни ватăрах çынсен, чĕре тата сывлав органĕсемпе аптракансен, ачасен чирне çăмăллатать.

Предприятисенче, шкулта ĕçлекенсемпе вĕренекенсен 80 процентне прививка туни гриппа чирлес хăрушлăха палăрмаллах чакарать.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 января 2008
00:00
Поделиться