Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çулталăка ывăл ача пуçланă

Иртнĕ çул пĕрремĕш ача Упамсара çуралнăччĕ. Хĕр ачан алли çăмăл пулчĕ курăнать. Маларахри çулпа танлаштарсан, районта 66 пепке ытларах çут тĕнчене килчĕ.

Кăçалхи Ырă ĕçсен çулталăкне вара вăрман çывăхĕнчи тепĕр ялсем – Сăкăтсем пуçларĕç. Эдуард Ивановичпа Валентина Ивановна Волковсен çемйине виççĕмĕш ача хутшăннă. Икĕ хĕр хыççăн йăх-несĕле тытса пыракан ывăл çуралнин савăнăçне Волковсемпе пĕрле ытти тăванĕсем те пайланă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 января 2008
00:00
Поделиться