Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çăмăллăхçăсен тÿлев виçи

Чăваш Республикин 2007 çулхи чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕнчи 67-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн, кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен регион çăмăллăхçисен уйăхри укçа тÿлевĕн виçи ÿсет. Вăл мĕнпе çыхăннипе тата мĕн чухлĕ ÿснипе паллаштарма социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçинчен Ф.Майоровăран ыйтрăмăр:

– Чăваш Республикин 2007 çулхи чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕнчи “Чăваш Республикинчи граждансен уйрăм категорийĕсене социаллă пулăшу парассипе çыхăннă хăш-пĕр саккун актне улшăнусем кĕртесси çинчен” 67-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн, Чăваш Республикин 2004 çулхи чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнчи “Вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсене, ĕç ветеранĕсене, Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсене социаллă пулăшу парасси çинчен” 43-мĕш, (Чăваш Республикин 2005 çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнчи 41-мĕш, 2006 çулхи чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнчи 53-мĕш, 2007 çулхи çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнчи 35-мĕш саккунĕсемпе кĕртнĕ улшăнусемпе пĕрле) тата “Реабилитациленĕ çынсене тата политика репрессийĕсене пула хур курнă тесе йышăннă çынсене социаллă пулăшу парасси çинчен” 47-мĕш (Чăваш Республикин 2005 çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнчи 30-мĕш, 2006 çулхи чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнчи 53-мĕш саккунĕсемпе кĕртнĕ улшăнусемпе пĕрле) саккунĕсен, граждансен уйрăм категорийĕсем валли социаллă пулăшу мерисене палăртмалли полномочисене Раççей Федерацийĕн субъекчĕсене панă май, вĕсен уйăхри укçа тÿлевĕн виçине ÿстересси çинчен калакан пайĕсене улшăнусем кĕртнĕ.

Ĕç ветеранĕсене, Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсене, вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсене, реабилитациленĕ çынсене тата политика репрессийĕсене пула хур курнă тесе йышăннă çынсене ятран паракан социаллă пулăшăва, социаллă пулăшу мерисене пурте усă куракан транспортра çăмăллăхпа çÿрессине укçа çине куçарнă май, çĕнетсе пырас тĕллевпе тата индексацие шута илсе 2008 çулта уйăхри укçа тÿлевĕн виçине çакăн пек çирĕплетнĕ: вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсен – 610 тенкĕ, ĕç ветеранĕсен тата Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсен – 335, реабилитациленĕ çынсен – 1630 тенкĕ, политика репрессийĕсене пула шар курнă тесе йышăннă çынсен 1390 тенкĕ.

– Çăмăллăх тивĕçекенсем йышлăн-и-ха пирĕн;

– Вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсем – 1119, ĕç ветеранĕсем – 3037, реабилитациленĕ çынсем – 52, хисеплĕ донорсем – 32.

– Уйăхри укçа тÿлевĕсĕр пуçне çÿлерех асăннă категорисене кĕрекенсен ытти çăмăллăх пулать-и;

– Паллах. Ĕç ветеранĕсем валли пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн 50 процент тÿлессине тата телефонпа, радиопа, телекуравăн коллективлă антеннипе усă курнăшăн абонент тÿлевĕн 50 процентлă çăмăллăхне сыхласа хăварнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 января 2008
00:00
Поделиться