Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пурнăç çулĕ анлă, Утса пырать танлăн

Кĕр кĕрлет кĕр мăнтăрĕпе пуçтарăннă кĕреке... Ĕлĕкхи улпут хăнисене кĕтнĕ евĕр хатĕрленĕ вăрăм сĕтел йĕри-тавра çынсем пĕрин хыççăн тепри ушкăнланса ларнă. Хăйĕн çулне пăхмасăр çамрăк та капăр курăнакан хĕрарăмăн пĕр енче сарлака хул пуçиллĕ, кĕрнеклĕ те çутă, хитре арçын. Юбилярăн мăшăрĕ вăл – Виктор Витальевич Павлов.

Вăтăр çул ытла çемье килĕшĕвне пĕрле упраççĕ вĕсем. Çавна пулах ĕнтĕ юбиляр анлă пурнăç çулĕпе танлăн утса пырать. Тепĕр енче юратнă ачисем хăйсен çемйисемпе, юнашарах ытарайми хăта-тăхлачипе çывăх тăванĕсем, хисеп туса çывăхланнă куммăшсем, пĕлĕш-юлташĕ, ĕçтешĕсем...

Çуралнă кун никамшăн та ăшă та ырă сăмахсемсĕр иртмест. Роза Алексеевна пирки вара ăна ытти чухне те нумай калама пулать. Пăрчăкан пек ĕçчен те пултаруллă, юратнă мăшăр, анне, чĕкеç пек çепĕç те сар хĕвел пек ăшă кукамай-асанне вăл. Сăкăтра йышлă çемьере çуралса çунат сарнă.

Икĕ çултах вăл ашшĕсĕр тăрса юлнă. Çăмăл пулман пĕччен хĕрарăма йышлă ачана ура çине тăратма. Сахал чухне вĕсен кăвас чĕресĕ пушă ларнă. Кĕçĕннине, пĕчĕккине пăхмасăр Роза аслă пиччĕшĕсемпе, аппăшĕсемпе пĕрле хуçалăх ĕçĕсене те хутшăннă, хирти ĕçсенче те хастарлăх кăтартнă. Ыттисемпе танлаштарсан Роза мĕн пĕчĕкренех çынпа, юлташĕсемпе хутшăнма юратнă. Хăйĕн тантăшĕсем хушшинче те тăтăшах вăйă таврашне ертсе пынă. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн Турă панă ăсталăх, пултарулăх, пуян чĕлхе пулнăран вăл хăйĕн ĕç стажне те пионервожатăйран пуçланă. Каярахпа чуна çывăх ĕçпе малалла специальность илме аслă шкула, Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ. Çав çулсенчех пултаруллă комсомолка обществăлла ĕçсене хастар хутшăннă. Кăнтăрла кĕçĕннисемпе, каçхине ял çамрăкĕсемпе тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ, халăха сахал мар савăнтарнă. Мĕн чухлĕ спектакль, концерт лартма хутшăнман-ши вăл хăй пурнăçĕнче; Ахальтен мар ĕнтĕ унăн çемье архивĕнче пурнăçра хастар пулнăшăн хак панă Хисеп грамотипе тав хучĕсем те çителĕклех. Вĕсене шутласа та пĕтереймĕн...

Ĕмĕр тăрăшшĕпе таса чун-чĕрепе çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани панă вăл. Ĕçри çитĕнĕвĕсене хак парса ăна “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ” хисеплĕ ят панă. Вăл Чăваш АССР Аслă Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотине, “Чăваш Республикин халăха вĕрентес ĕç отличникĕ” ята тивĕçнĕ. Çаксем пурте паян тивĕçлĕ канăва кайнă учителĕн килти архивне пуянлатаççĕ.

Йывăç тымарпа, этем туслăхпа çирĕп теççĕ. Тăванлăхпа, туслăхпа тулнă кĕрекере сăра курки хĕвеле майăн майĕпен-майĕпен йĕри-тавра çаврăнать. Кашни юлташĕ, тăван-пĕлĕшĕ Роза Алексеевнăна юбилей ячĕпе саламласа ырă та пархатарлă енĕсене аса илет, пысăк пулăшушăн тав тăвать.

– Пирĕн аппа тăванлăх, туслăх туйăмне тытса тăма пултаракан çын. Вăхăтлăха Америка çĕр-шывĕнче пурăннă вăхăтра та кашнийĕнпе хыпар-хăнар пĕлме телефонпа калаçса тăратчĕ, – теççĕ Сăкăтра пурăнакан юратнă шăллĕсем, тăванĕсем.

– Анне, эсĕ пирĕн иксĕлми пуянлăх, савăнăç, телей, малашлăх. Нихăçан та ан чирле, эпир Эсĕ пурришĕн савăнатпăр, пысăк пулăшушăн тав тăватпăр, – саламлаççĕ ăна ытарайми ачисем, вĕсен çемйисем.

Пурнăç тинĕсĕ никамшăн та тикĕс мар. Роза Алексеевна Павловăн та 55 çула çитсе йывăр самантсем пулман тееймĕн. Вĕсене вара вăл хăйĕн чăтăмлăхĕпе, мăшăрĕн, ачисен, мăнукĕсен юратăвĕпе, нумай çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан пăянамăшĕн ăнланулăхĕпе саплаштарса пурăнать.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 января 2008
00:00
Поделиться