Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Малашлăх шанăç кÿрет

Чăваш Республикин премьер-министрĕ Сергей Гапликов республика правительствин членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿ-çисемпе канашлу ирттернĕ.

Финанс министрĕ Николай Смирнов 2007 çулхи бюджета пурнăçланин малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен пĕлтернĕ. Республика бюджечĕн тупăш пайне планран ирттерсе 101, 8 процент тултарнă, унчченхи çулпа танлаштарсан хамăрăн тупăшсен калăпăшĕ 40 процент ÿснĕ.

Федераци налук службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертÿçи Аркадий Дергачев 2007 çулта налук тупăшĕсем мĕнлерех пырса кĕни çинчен тĕплĕн каласа панă. Малтанхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх, республикăра 31 млрд. тенкĕ ытла налук пухнă, çав шутра мĕн пур шайри бюджета – 24 млрд. тенкĕ ытла тата бюджета кĕмен фондсене – 7 млрд. тенке яхăн.

Уяв кунĕсенчи оперативлă лару-тăрăва хакласа шалти ĕçсен министрĕ Вадим Антонов тĕпрен илсен вăл йĕркеллех пулнине палăртнă, право йĕркине сыхлакан органсем хушма мерăсем йышăннипе çапла ĕçлеме май килнĕ.

Планеркăра çавăн пекех республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ытти ыйтăвне те сÿтсе явнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 января 2008
00:00
Поделиться