Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кĕнекеçĕсем пурри савăнтарать

Компьютер ĕмĕрĕнче чылай çын (ытларах çамрăксем) ăс-хакăлпа тавра курăма ÿстерме ĕлĕкхи евĕр кĕнекепе мар, çав хăватлă та ăслă техникăпа ытларах усă кураççĕ. Çав вăхăтрах пирĕн хушăмăртах çĕнĕ кĕнекене пĕрин хыççăн тепĕрне “шĕкĕлчекенсем” те пур. Акă, сăмахран, Треньелĕнчи тĕслĕх вулавăшра çулталăк вĕçĕнче йĕркеленĕ вулакансен конкурсĕнче Леонид Пайминпа Валентина Михайловăна 2007 çул итогĕпе “Вулавçăсен лидерĕ” хисеплĕ ят панă, çакна çирĕплетсе дипломпа наградăланă. Леонид Леонидовичпа Валентина Ивановна кăçал та çак чыса ÿкермĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 января 2008
00:00
Поделиться