Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хисеплĕ çар тухтăрĕ

Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-30-мĕш çулĕсенче Нăрваш Шăхаль ялĕнчен аслă пĕлÿ илнисем çаксем пулнă: Яковлев Петр Григорьевич – “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ” ята тивĕçнĕскер, Василий Павлович Федотов авиаци инженер-подполковникĕ тата Ульянов Степан Владимирович. Вĕсенчен пĕринпе Ульянов Степан Владимирович пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе вулакансене тĕплĕнрех паллаштарасшăн.

Вăл 1909 çулхи декабрĕн 23-мĕшĕнче хресчен çем-йинче çуралнă. 10-12 çултах хресчен йывăр ĕçне хутшăннă: çурлапа тырă вырнă, тăпачăпа çапнă. Шкул çулне çитсен Аслă Арапуçĕнчи 2 класлă приход-чиркÿ шкулĕнче вĕреннĕ. Унпа пĕрле каярах чăвашсен паллă поэчĕ Василий Митта та пĕлÿ пухнă. Çак шкула лайăх паллăсемпе пĕтерни Степана кайран, 1929 çулта, Мускаври университетăн медицина факультетне кĕме май парать. Вăл ăна ăнăçлă пĕтерсе 1935 çулта врач профессиллĕ диплом илет. Ун хыççăнах ăна Хĕрлĕ Çар ретне службăна илеççĕ. Степан Владимировичăн салтак пурнăçĕ пирĕн çĕр-шывăн хĕвел анăç чиккинче Белоруссире пограничниксен çарĕнче пуçланать. Кунтах службăра чухне пĕрле вĕреннĕ хĕрпе çемье çавăрать. Анчах та çак тапхăрта лару-тăру лăпкă тăман.

Пирĕн патшалăха хирĕç поляксемпе финсем вăрçă пуçланă. Çак çапăçусене тÿрремĕнех хутшăнать вăл, унта аманать, контузи илет. Çар тухтăрĕ пулнă май, аманнă салтаксене сиплет. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă çĕре пысăк пĕлÿллĕ ăста медицина ĕçченĕ пулса тăрать. Фронтăн малти линийĕнчех, çапăçусем вăхăтĕнчех госпитальсенче кăткăс операцисем тума пултарать, нумай салтакăн пурнăçне çăлса хăварать.

1942 çулта С.Ульянов Мускав патĕнчи хаяр çапăçусене хутшăннă, аманнă салтаксене часрах ура çине тăратма, йывăррисене вилĕмрен çăлса хăварассишĕн кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшнă.

1942 çулта вĕсен госпитальне Алма-Ата хулине куçараççĕ. Кунта та вăл мăшăрĕпе салтаксене ура çине тăратассипе вăй хурать, пысăк хисепе тивĕçет. Мĕн чухлĕ сывалнă салтаксем унпа пысăк тав сăмахĕ каласа уйрăлнине ватлăхра та аса илетчĕ Степан Владимирович.

1944 çулта Харьков хулине нимĕçсенчен ирĕке кăларсан кунта çар медицина училищине уçаççĕ, пирĕн ентеше пуçлăх çумĕ пулма куçараççĕ. Çак вăхăтра вăл майор пулнă. С.Ульянов пулас вăтам пĕлÿллĕ медицина ĕçченĕсем тулли пĕлÿ илччĕр тесе тимлет, коллективра ят-сум çĕнсе илет. Çапла вăл Харьковра 1948 çулччен ĕçлет. Çак çул ăна Тутар республикинчи Елабуга хулинче çĕнĕрен уçăлакан шалти ĕçсен медицина училищине куçарса пуçлăха çирĕплетеççĕ. Кунта, паллах, ĕç тата нумайланать. Училищĕн базине çирĕплетмелле, кадрсем суйласа илмелле, вĕренекенсене кирлĕ условисем туса памалла. Кĕске вăхăтрах Степан Владимирович çак тивĕçсене пурнăçа кĕртет, полковник таран ÿсет, патшалăх наградисене тивĕçет. Пултаруллă специалиста 1953 çулта Ташкент хулинчи Суворов училищин пуçлăхĕн медицина енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса ĕçлеме куçараççĕ, унăн ĕçри пултарулăхĕпе опытне, професси ăсталăхне шута илсе çар валли пысăк пĕлÿллĕ медицина кадрĕсем хатĕрлеме хутшăнтараççĕ. Виçĕ çултан каллех çĕнĕ çĕре, çĕнĕ вырăна куçма лекет. Ульянов полковнике вара шăпа хальхинче Саратов хулине илсе çитерет. Кунта та вăл çар медицина училищин пуçлăхĕн çумĕнче, медицина факультет пуçлăхĕнче вăй хурать. Çакăнтан ĕнтĕ вăл 1961 çулта тивĕçлĕ канăва тухать. Вăрçăра аманни, контузи пулни те малалла канлĕрех пурăнма хистет.

Çапла С.В.Ульянов хăйĕн пурнăçĕнче 32 çулне çар ĕçне, салтак сывлăхне сыхлас ĕçе панă. Çак вăхăтра вăл марксизм-ленинизм университетне пĕтернĕ. Аслă вăрçă вăхăтĕнче парти ретне кĕнĕ, пур çĕрте те коллективра пысăк авторитетлă пулнă. Хăйне пăхăнса ĕçлекенсемшĕн ашшĕ вырăнĕнче шутланнă, вĕсемпе яланах тимлĕ пулнă. Кирлĕ чухне пулăшнă, кирлĕ чухне çирĕп ыйтнă. Хăйĕн гражданла тивĕçне яланах çирĕп тытма пултарнă. Çавăнпах ĕнтĕ ăна чылай патшалăх наградисене панă.

С.В.Ульянов 1981 çулхи мартăн 13-мĕшĕнче Саратов хулинче вилнĕ, ăна унтах пытарнă. Вăл вилни çинчен хурланса пĕлтерсе Саратов область хаçатĕнче те çырса кăларнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 января 2008
00:00
Поделиться