Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Халăхăн шанчăклă хÿтлĕхĕ

1722 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче I Петĕр патша Раççей патшалăхĕнче прокуратура туса хурасси çинчен указ кăларнă. Çапла вара Раççей прокуратури хăйне никĕсленĕренпе 286 çул тултарнине палăртать. Патăрьел районĕн прокуратури Раççей Федерацийĕн централизациленĕ прокуратура системин уйрăлми пайĕ пулса тăрать.

1928 çулти июльччен Патăрьел районне Йĕпреçри 5-мĕш прокуратура участокĕ сăнаса тăнă. Ун чухне район прокурорĕн должноçĕ пулман. Унăн тивĕçĕсене ЧАССР прокурорĕн 5-мĕш участок енĕпе ĕçлекен пулăшуçи тата халăх следователĕ пурнăçласа пынă. Вĕсене делопроизводитель, секретарь тата курьер пулăшнă.

1932-1957 çулсенчи административлă пайланусене пула прокуратура ячĕсем ылмашăнсах тăнă: 1932 çулта Патăрьел ра-йон прокуратури (прокурорĕ Т.Т.Юркин), 1939 çулта – Чкаловски, 1957 çултанпа – Патăрьел районĕн прокуратури.

1963-1965 çулсенче Патăрьел районĕн прокуратури районсем хушшинчи шутланнă, мĕншĕн тесен вăл Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски прокуратурисене пĕрлештерсе тăнă. 1965 çултанпа прокуратура Патăрьел районне çеç сăнавра тытать.

1965-2007 çулсенче прокурорта çаксем ĕçленĕ: Н. А. Архипов (1961-1974 ç.ç.), В.Н.Адемасова (1974-1980), Н.Г.Горшков (1980-1983), В.И.Сенатов (1983-1986), В.В.Елдратов (1986-1994), В.А.Спинов (1994-2002), В.А.Мясников (2002-2007).

Хальхи вăхăтра район прокуратурин штатĕнче 3 оперативлă работник: район прокурорĕ Ю.А.Фуражников, прокурор çумĕ В.Н.Ягудин, прокурор пулăшуçи В.В.Путяков. Делопроизводство ĕçне О.Н.Юркина, уборщица – курьер ĕçне Л.Н.Лисицына пурнăçлаççĕ, Н.Е.Бородкин – водитель.

Прокуратурăн оперативлă составĕ пĕчĕк пулсан та граждансен прависемпе интересĕсене хÿтĕлес тĕлĕшпе вăл пысăк ĕç тăвать. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен нормативпа право акчĕсем законодательствăпа килĕшсе тăччăр, общество пурнăçĕн мĕн пур сферинче право йĕркине ан пăсчăр тесе тăрăшать.

2007 çулта прокуратурăн приоритетлă ĕçĕ граждансен ĕçлев прависене хÿтĕлесси, вĕсене шалу тÿленине тĕрĕслесе тăрасси пулнă.

Çавна май суда 400-е яхăн тавăç тăратнă, ĕçлекенсене 2300 пин тенкĕ ытла шалу шыраса панă. 60 çынна тата должноçри 50 çынна дисциплина тата пурлăх енĕпе айăпланă, тĕрлĕ енлĕ административлă яваплăх тыттарнă.

Пĕтĕмĕшле тĕрĕслевсем саккунлăха пăснă 700 ытла тĕслĕхе палăртма май пачĕç, 150 яхăн нормативпа право актне протестленĕ. Вĕсенчен ытларах пайĕ халăха та пырса тивет.

Прокуратура уголовлă суд ĕçĕнчи граждансен конституци прависене пăхăннине те сăнаса тăрать: çынна саккунлă арестленĕ-и, уголовлă ĕçе тĕрĕс пуçарнă-и.

Милици ĕçне те сăнаса тăрать район прокуратури. Уголовлă процесс саккунлăхне пăснăшăн милицин 15 сотрудникне дисциплина тата пурлăх енĕпе явап тыттарнă, вăл шутра пай начальникĕ 2 çумĕ те.

Иртнĕ çул районта граждансене сăлтавсăр тытса чарни, арестлени, саккунсăр уголовлă явап тыттарни пулман.

Район прокуратури малашне те халăхăн саккунлă прависемпе интересĕсене çирĕп те шанчăклă хÿтĕлĕ.

001

Район прокуратуринче ĕçлекенсемпе ветерансене Раççей прокуратурин кунĕ ячĕпе саламлатăп, ырлăх-сывлăх сунатăп.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 января 2008
00:00
Поделиться