Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çемьесен конкурсĕ пулчĕ

Анат Туçа шкулĕнче вĕренекенсем ачасемпе тĕрлĕ мероприяти ирттерсех тăраççĕ. Хальхинче Е.Долгова учительница 3-мĕш класра вĕренекенсемпе вĕсен амăшĕсене ăмăртăва йыхравларĕ. Пилĕк çемье хушшинче иртрĕ тĕл пулу. Тĕрлĕ енпе тупăшрĕç конкурса хутшăннисем. Чи малтанхи киле ĕç панипе пуçланчĕ. Ачасем “Манăн юратнă анне” сочиненисене питĕ хумханмалла вуласа пачĕç. Уйрăмах К.Козлова, Л.Перепелкина, А.Платонов ĕçĕсене итлеме кăмăллă пулчĕ. Тепĕр конкурсра ачасемпе амă-шĕсен тĕслĕ хутсенчен илемлĕ пÿрт проектне ăсталама тÿр килчĕ. Кунта вара Маршевсен, Козловсен çемйисем палăрчĕç. Амăшĕсен ачасем урокра çырнă анкетăсем тăрăх вĕсене уйăрса илесси питĕ интереслĕ иртрĕ. Ачисен ĕмĕчĕсене, вĕсем мĕн юратнине, кампа туслă пулнине итлесен амăшĕсем пурте хăйсен ывăл-хĕрне палласа илчĕç. Тата ытти ăмăртусене курса ларма та кăмăллă пулчĕ: рифмăлла сăмахсем суйласси, илемлĕ юрласси, пуçватмăшсен тупсă-мĕсене тупасси. Ачасем ăсталанă çемçе теттесем вара уйрăмах амăшĕсен кăмăлне кайрĕç. Куракансем пурте çемьесем хастар та пултаруллă пулнине палăртрĕç. Жюри членĕсем хĕрÿ ăмăрту хыççăн çапла пĕтĕмлетрĕç: пĕрремĕш вырăна Козловсен, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Платоновсемпе Маршевсен çемйисем тухрĕç. “Пултаруллă çемье” ята Перепелкинсем тивĕçрĕç, “Чи туслă çемье” Крысовсем пулчĕç. Хутшăнакан кашни çемьенех шкул дирекцийĕ грамота парса чысларĕ. Руководителĕ Елена Евстафьевна тĕл пулăва килме вăхăт тупнăшăн амăшĕсене ĕçре çитĕнÿсем тума, çемьере килĕшÿпе тăнăçлăх, телей сунчĕ, вĕсене малашне те шкулпа туслă çыхăнусем тытма сĕнчĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 января 2008
00:00
Поделиться