Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Манăн ял – Раççей тумламĕ"

Çак ятпа ирттерчĕ ра-йонти ача-пăча библиотеки черетлĕ конкурса. Унта шкулсенче вĕренекенсем 170 ытла ĕç тăратрĕç. Конкурса район 80 çул тултарнине, ача çулталăкне халалланă. Ĕçсене виçĕ номинаципе хатĕрленĕ: “Манăн тăван ялăм”, “Тăван ялăн çут çанталăк илемĕ”, “Тăван ялăн малашлăхĕ”.

Вĕсенче ÿкерес ăсталăх, сăвă çырас пултарулăх пурри те палăрчĕ. Сăн ÿкерчĕксемпе хатĕрленĕ ĕçсене тытса пăхма та илĕртÿллĕ. Конкурсăн тĕллевĕ çакă пулчĕ: ял историне кăтартасси, унăн малашлăхне курасси, тытса пыракан ĕç-хĕле, йăла-йĕркене, çыннисене çутатасси. Курăмлисемпе вара паллашма та кăмăллă пулчĕ. Конкурса çиччĕрен пуçласа 16 çула çитнĕ ачасем явăçрĕç. Çемьепе тăратнă ĕçсем те пур.

Акă, Çĕнĕ Ахпÿртри Кузнецовсем (амăшĕпе Настя хĕрĕ) çут çанталăк илемне сăн ÿкерчĕксемпе кăтартса хатĕрленĕ альбом илсе килнĕ. Шăнкăртатса юхакан Пăла шывĕн çыранĕсемпе ÿсекен хăвасемпе лутра йывăçсен хĕвел шевлинче палăракан илĕртÿллĕ вырăнĕсене суйласа ÿкернĕскерсем унта. Нăрваш Шăхалĕнчи виççĕмĕш класри А.Калашников сăн ÿкерчĕксен айне сăвă йĕркисем çырнă. Ялĕнчи шыв сиккисене кăтартнă ĕçре. Кану вырăнĕсене суйласа илнĕ. Ахальтен мар ачасене экскурсисене пырса курма сĕнеççĕ унта.

Çак ялти тăваттăмĕш класри А.Григорьев ĕçĕ савăнтарчĕ. Фермер хуçалăх пурнăçне сăнласа парать вăл. Хирти Пикшикри вăтам шкулти тăваттăмĕш класра вĕренекен Л.Чебенова ялти курăмлă вырăнсене пĕрне те хăварман. Анат Туçари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти П.Мясников ĕçĕ ытарайми ачалăха кăтартать. Çарран чупнă çарансем яланлăхах асра юлаççĕ. Аслă Чеменпе Анат Чакă ялĕсен кану вырăнĕсене районта чылай çын çитсе курчĕ. Тăххăрмĕш класри А.Медведев ĕçне курсан юмах тĕнчине лекнĕнех туйма пулать. Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти иккĕмĕш класра вĕренекен Е. Ва-сильева çут çанталăк илемлĕхне чĕр чунсемпе ÿкерттернĕ ĕçсемпе сăнласа кăтартнă.

Конкурса тăратнă акварельпе сăрласа тунă хăш-пĕр ÿкерчĕксене те палăртмасăр иртме çук. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти И.Портнова, К.Полякова, Кзыл Чишмари А.Сафиуллина, Анат Туçари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти В.Маршев ĕçсене чĕрĕ çут çанталăк евĕрех кăларнă. Шăнкăртамри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти Г.Сукорова, Г.Калайбашева ялăн малашлăхне курма пĕлеççĕ.

Конкурса тăратнă сăвăсем те чуна çывăх. Ку енĕпе Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекен ачасен ĕçĕсем йышлă. Ял хавалĕ-ши, кунтан тухнă сăвăçсем, журналистсем халиччен те сахал мар пулнă. Çитĕнекен ăру эстафета патаккине илме хатĕрленни савăнтарать. А.Титов “Тăван ен”, К.Пыркина “Тăван ял”, пиллĕкмĕш класри Лиана Арланова, Настя Антипова, улттăмĕшĕнчи Вика Андреева сăвă йĕркисене хайланă. Турханти вăтам шкулти Д.Филиппов Упамса ялне ырланă. Конкурса хутшăнаканнисенчен чи кĕçĕнни çак шкулти пĕрремĕш класри В.Стефейкина. Унăн сăввин пуçламăшне çырсах кăтартас килет:

“Юрататăп вулама,

Кăмăллатăп юрлама.

Пултаратăп ÿкерме,

Вĕренесшĕн-ха çырма”.

Тăван ен, тăван ял. Пуриншĕн те чи çывăх кĕтессем вĕсем. Унта çуралса вăй илетĕн, çитĕнетĕн. Илемĕпе киленсе çунат саратăн. Пур-ши урăхрах унран хакли; Çук. Çакна ачасен ĕçĕсем те çирĕплетеççĕ. Сумлă жюри конкурса тăратнисене хакларĕ, мала тухнисене Дипломсемпе хаклă парнесем пачĕ. Призсене çĕнтерÿçĕсем районта иртекен ача-пăча кĕнекине вулакансен фестивалĕн пĕтĕмлетĕвĕнче илчĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 декабря 2007
00:00
Поделиться