Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ÇĔНĔ ÇУЛ ПАРНИ – СЫВЛĂХ КЕРМЕНĔ

Патăрьелсем Республика Президенчĕ ят панă Ырă ĕçсен çулталăкне кăмăллă та пархатарлă пулăмран пуçлаççĕ. Декабрĕн 27-мĕшĕнче, кĕçнерникун, “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕ уçăлчĕ. Çак кун вăл пĕрремĕш хут хăйĕн хăтлă залĕсенче, ытти пÿлĕмĕсенче спортсменсене, спортпа туслисене, курма килнисене йышăнчĕ.

– Çĕнĕ çула ватти-вĕттишĕн усăллă ырă ĕçрен пуçлатпăр. Чи пысăк пуянлăх çыншăн – сывлăх. Çынсем пурте сывă та тĕреклĕ пулсан, район та пуян, мал ĕмĕтлĕ пулĕ. Комплекс никĕсĕ çирĕп пултăр. Кунта паян тĕрлĕ мелпе сывлăхне çирĕплетекен çамрăксем пулччăр, паллă спортсменсем тухчăр, район чысне хÿтĕлеччĕр. Вунă уйăхра районта хуларинчен кая мар физкультурăпа спорт комплексĕ туса пĕтерсе ĕçлеме пуçлани – пуриншĕн те телей, савăнăç. Çакăншăн пирĕн республика ер-тÿçисене, правительствăна тав тумалăх, ăшă сăмах каламалăх пур, – терĕ район пуçлăхĕ Н.Глухов комплекса уçма пуçтарăннă йышлă халăх умĕнче.

Çак комплекса реконструкцилеме пуçланăранпах ку ĕçе ЧР Физкультурăпа спорт, туризм министрĕ А.Николаев çирĕп йĕрлесе, контроллесе тăчĕ. Патăрьелсен, ентешсен савăнăçне вăл та пĕрлех пайларĕ. Вăл район центрĕн инфраструктури кăçал пушшех çĕнелсе улшăннине каларĕ. 2007 çулта çеç Патăрьелĕн – район центрĕн сăн-сăпатне улăштарма, ăна тирпей-илем кĕртме 700 миллион тенкĕ кайнă! Республикăри нихăш район центрне те çÿлтен çапла пулăшман.

“Паттăр” комплексра икĕ бассейн, универсаллă спорт залĕ, аэробика залĕ, сауна, душ, массаж пÿлĕмĕ... Кашни ача, çитĕннĕ çын унта çÿреме вăхăт çеç тупмалла.

Район пуçлăхĕ Н.Глухов çак строительство объекчĕн подрядчикне – “Суор” тулли мар яваплă обществăпа ытти субподрядчиксене, строительсене пурне те кĕске вăхăтра пысăк ĕç туса халăха Çĕнĕ çул парни кÿнишĕн чĕререн ăшă тав сăмахĕсем каларĕ, тивĕçлисене Хисеп грамотисемпе чысларĕ.

Çак кунхине спорт комплексĕнче ĕç вĕçленичченех кăмăллă шав тăчĕ. Ял тăрăх пуçлăхĕсемпе район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисен ушкăнĕсем Хĕл Мучипе Юр пике парнине çĕнсе илессишĕн волейболла вылярĕç, аэробика залĕнче çамрăк чиперккесем пĕрремĕш тренировка ирттерчĕç, йывăр атлетсем хăйсен залĕнче ĕçлерĕç тата ытти те. Нумай çуллăха тăсăлтăр спортсменсен çак туслă шавĕ “Паттăр” комплексра.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 декабря 2007
00:00
Поделиться