Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Спорт хыпарĕсем

Канаш районĕнчи Шăхасанра 1991-1992, 1988-1990 çулсенче çуралнă арçын ачасен хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе ăмăрту иртрĕ. Пĕрлештернĕ Патăрьел команди унта пысăк кăтартусем турĕ. Хăйсен виçисенче М.Налиба, А.Сунгатуллин (Шăнкăртам), Е.Павлов, Н.Лаврентьев, Л.Суханов (Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул), А.Лаврентьев, А.Адикин (Н.Шăхалĕнчи вăтам шкул), С.Титов (Сăкăт) малти вырăнсене тухма пултарчĕç.

 х х х

Шупашкарта алă вăй виçессипе Чăваш Республикин Кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăрту иртрĕ. Хăйсен виçинче хĕрарăмсен хушшинче Т.Михайлова (Н.Шăхаль) 3-мĕш, А.Синеева (Çĕнĕ Ахпỹрт) 2-мĕш, А.Якупов (Патăрьел) 1-мĕш, А.Кучатов 2-мĕш вырăнсем йышăнчĕç.

х х х

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул спортзалĕсенче хĕрсемпе яшсен хушшинче районти ачасен спартакиадипе килĕшỹллĕн баскетболла выляссипе ăмăртусем иртрĕç. Арçын ачасен хушшинче Туçари вĕрентỹ центрĕ 1-мĕш, Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкул _ 2-мĕш, Алманчăри вăтам шкул _ 3-мĕш, хĕрачасен хушшинче Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкул 1-мĕш, Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул 2-мĕш, Аслă Чементи вăтам шкул 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Спорт Чăваш Республикин Президенчĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн иртекен спартакиада программипе килĕшỹллĕн Канаш районĕнчи Аслă Пикшик ялĕнче зонăсенче çĕнтернĕ командăсем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен финалĕ иртрĕ.

Патăрьелĕн пĕрлештернĕ команди зонăра пĕрремĕш тухса финала хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕ. Командăри А.Адикин, А.Лаврентьев (Н.Шăхаль), А.Алеев, А.Кучатов, А. Сандыркин (Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул), С.Гусаров (Сăкăт), А.Куприянов, Ю.Елимов (Çĕньял), В.Матюшкин, А.Мальцев (Туçа) тĕрлĕ виçесенче кĕрешсе пысăк кăтартусем турĕç. Çапла вара Патăрьелсем хĕрỹ тупăшура Шупашкарти Мускав районĕн команди хыççăн республикăра иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 декабря 2007
00:00
Поделиться