Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сывлăх табакран хаклăрах

 Раççейре юлашки 10 çул хушшинче табак туса илесси тата ăна усă курасси палăрмаллах ỹсрĕ. 2006 çулта кашни çын пуçне 100 пачка сигарет кăларнă. Кунта тин çуралнă ача та кĕрет. Пирус ытларах туртнине пула сывлăха хавшатса çĕре кĕрекенсем те сахал мар. Арçынсен 65 проценчĕ, хĕрарăмсен 27 проценчĕ çăварпа çак йỹçĕ тĕтĕме сывласа илет. Ỹссе çитĕнекен ачасем табак туртма вĕренни те пăшăрхантарать. Çамрăклах хĕрачи, арçын ачи çак утăма тăвать. Эпир çынсен сывлăхне хавшатса пыратпăр, табак кăларакан пĕрлешỹсем вара тупăш кĕртеççĕ. Сигарет ăна туртакан кашни иккĕмĕш çыннах вăрттăн вĕлерес çул çине тăратать.

Пуçласа çăвара пирус хыпакан çын кайран мĕн пуласса пĕлмест. Унăн сиенĕ те часах палăрмасть. Вунă çул иртсен сывлăш çулĕсем сиенленеççĕ. Бронхит, ỹпке шыççи палăрма пултарать. Калаçу çыхăнăвĕ сиенленет. Çирĕм çултан онкологи чирĕсем пуçланаççĕ.

Кунне пĕр пачка сигарет туртакан çулталăкра 300 рентген тунă евĕр радиаци илет. Пĕр пирусра 4000 хими элеменчĕ, хутăшĕ пур. Вĕсем организма сиен кỹреççĕ те ĕнтĕ.

Пирус туртманнисен туртаканнисенчен хỹтĕленмеллех. Сиенлĕ сывлăша сывласа илсе вĕсем те 70 процента яхăн чирлеме пултараççĕ. Çавăнпа та сывă пурнăç йĕрки çине тăмаллах. Ăнлантару ĕçне вара больницăсенче, шкулсенче ытларах туса пымалла.

Кирек хăш пирус туртакан та никотин тыткăнĕнчен хăтăлма пултаратех. Çирĕп тĕллев тытни çеç кирлĕ. Йывăрлăха кĕрсе ỹкнисене специалистсем те пулăшма пултараççĕ. Врачран пулăшу ыйтмалла.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 декабря 2007
00:00
Поделиться