Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Курав _ пултаруллă ỹнерçĕ ячĕпе

 Патăрьелĕнчи тĕслĕх вулавăш залĕнче чăвашсен талантлă ỹнерçи Анатолий Миттов çуралнăранпа 75 çул çитнине халалласа унăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе çыхăннă кĕнеке куравне йĕркеленĕ. Йывăр чир ăна 39 çултах пурнăçран уйăрнă пулин те вăл чăваш наци культуринче чылай ырă йĕр хăварнă. А.Миттов ỹнерçĕ хăйĕн шедеврĕсене çырма пирпе, хутпа, картунпа, фанерăпа усă курнă. Вăл _ К.Ивановăн "Нарспи" поэмине хитрелетекенĕ. Унăн графика ĕçĕсемпе хамăрăн ентешсем М.Юхма, Г.Айхи çыравçăсем те хăйсен произведенийĕсенче усă курнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 декабря 2007
00:00
Поделиться