Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çитмĕл метр картана çĕмĕрнĕ

Кĕркуннехи пĕр тĕттĕм каçхине тăватă тус Шăнкăртамри спорт площадкин 70 метр картине çĕмĕрсе юрăхсăра кăларнă. Çул çитмен çамрăксен çакăн чухлĕ вăй ăçтан тухнă тетĕр? Çакскерсем хăйсене чăн-чăн паттăрсем пек тытма тăваттăшĕ пилĕк литр сăра ĕçсе янă! Ун хыççăн вара пысăк ĕçе пуçăннă. Çул çитменнисен комиссинче Камалдиновпа Рафиков çеç хăйсен хулиганла ĕçĕшĕн явап тытнă. Тепĕр икĕ тусĕ тарса çỹреççĕ-мĕн. Административлă йĕркене пăсни çинчен калакан Кодекспа килĕшỹллĕн, хулиганла ĕçшĕн ашшĕ-амăшĕн те пите хĕретме тивнĕ. Кирек мĕнле пулсан та, çул çитмен ачасене тивĕçлĕ воспитани парассинче чăн малтан вĕсем яваплă-çке.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 декабря 2007
00:00
Поделиться