Çил-çунатлă чăваш поэчĕ
Вăл пирĕн паллă сăвăç, сатирик тата публицист. Ăна пирĕн республикăра çеç мар, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче те аван пĕлеççĕ.
Василий Иванович Давыдов-Анатри 1917 çулхи раштав уйăхĕн 26 - мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче çуралнă. Вăл ялти çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн хамăр республикăри хаçат шкулĕнче вĕреннĕ. Унтан Чăваш патшалăх учительсен институтне пĕтернĕ. Совет Çарĕнче пулнă.
Утмăл çул ытла чăваш литературинче ырми-канми вăй хуракан поэтăмăр 40 ытла кĕнеке пичетлесе кăларнă!
Давыдов-Анатри çамрăклах сăвăсем çырма тытăннă, шкулта вĕреннĕ чухнех стена хаçатĕнче пичетленĕ унăн хайлавĕсене. Малтанхи чун хĕлхемне сỹнме паман Василий Иванович. Унăн сăввисем хĕрĕхмĕш çулсен пуçламăшĕнчех пичетленеççĕ. 1951 çулта поэтăн "Çамрăк ăру" ятлă пĕрремĕш кĕнеки тухнă. Ку кĕнекене ача-пăча сăввисем кĕнĕ. Унта Тăван çĕршыв, мир темипе çыхăннă произведенисем сахал мар.
Ваттисемпе ватă пек, яшшипе яшă пек пул, тенĕ халăхра. В.Давыдов-Анатри хăйĕн произведенийĕсене тĕрлĕ çулсенчи вулакансем валли çырнă. Вĕсенче çыравçă ватăраххисемпе е хăйпе пĕр ỹсĕмри çынсемпе пурнăç çинчен, пулни-иртни, курни-тỹсни çинчен сумлăн-сăпайлăн шухăша кайса калаçма пĕлет. Çамрăксене халалланă сăвăсенче поэт чунĕ çутă пуласлăхпа, вĕри юратупа тапса тăракан вăй-халпа, чăрсăр ĕмĕтсен сенкер тỹпинче вĕçсе çỹрет.
В.Давыдов-Анатри - нумай енлĕ çыравçă. ""Шурăмпуç хăпарсан" сулăмлă кĕнекин тĕп шухăшне питĕ анлă, витĕмлĕ кăтартать: Раççей халăхĕсен хăйсен пĕрлĕхне упрамалла, вĕсен хăйсем пурăнакан вырăнта çакна ăша хывмалла.
Мĕн чухлĕ сăвă, калав, поэма çырман-ши Василий Иванович çамрăк тусĕсем валли! "Пĕчĕк тусăмсем", "Юмахсем", "Çурхи кунсем", "Илемпи" - кашни хайлавра поэт ачасене ырăпа усала уйăрма, вăйсăррисене пулăшма, вĕрентет.
В.Давыдов-Анатрин пысăк калăплă произведенийĕсенчен "Чеменпе Мерчен" поэмăна палăртмалла. Автор Чеменпе Мерченĕн хĕрỹллĕ те асаплă юратăвне витĕмлĕ çырса кăтартнă. Чеменпе Мерчен - ĕлĕкхи çĕршер-çĕршер чăваш каччипе хĕрĕн сăнарĕсенчен пĕрисем. Вĕсем пĕр-пĕрне чĕререн юратаççĕ, йывăрлăхсене çĕнтерессишĕн, ырă пуласлăхшăн кĕрешеççĕ.
"Шуршăл каччи" поэминче вара поэт тỹрĕ кăмăллă та ĕçчен чăваш каччи Андриан Николаев çăлтăрсен тĕнчине çити вĕçсе хăпарнăшăн хĕпĕртесе мухтанать. Çавăн пекех Давыдов-Анатрин "Юлташсемпе юнашар" ятлă кĕнекине те асăнса хăвармалла. Кĕнекене пирĕнтен ир уйрăлса кайнă писательсем, искусство çыннисем çинчен çырнă асаилỹсене тата çул тĕрленчĕкĕсене кĕртнĕ.
"Сăввăмсем - чун парнисем" кĕнекере вара автор суйласа илнĕ сăввисенче тăван хуламăра - Шупашкара савать, пирĕн хушăри йăх-яха питлет, ятлать, вĕсенчен тăрăхласа кулать.
В.Давыдов-Анатрин пĕтĕм ĕçĕ-хĕлĕ Тăван çĕршывпа çыхăннă. Ăна яланах халăх хушшинче курма пулать. Поэтăн пултарулăхĕнче халăхсен туслăхĕ çинчен çырнă сăвă-юрă, калавсемпе очерксем паллă вырăн йышăнаççĕ. Вăл çĕршывăн хăватне халăх туслăхĕнче курать, уншăн хăй те халăхпа пĕрле чун-чĕререн савăнать.
В.Давыдов-Анатри - ывăнми çул-çỹревçĕ. Мускав, Санкт-Петербург, Псков, Новгород, Барнаул, Чулхула, Ĕпхỹ, Хусан, Йошкар-Ола, Саранск, хамăр республикăри вуншар ял-хула - акă мĕнле пирĕн поэтăн çул-йĕр биографийĕ. Инçе çул-йĕртен те, çывăххисенчен те яланах тулли блокнотпа таврăнать, хаçат-журналта е радиопа телевиденире сасă парать.
Пирĕн ентеш пултаруллă поэт-юрăçă та. Çынна юратакан, хĕвел пайăрки пек ăшăтакан чĕрере çеç юрă çуралать. Аслă Арапуç ăрăмçин кашни пĕр сăвви - хăй юрă, кашни пĕр çаври - хăй такмак. Çур ĕмĕр ытла янăраççĕ ĕнтĕ Давыдов-Анатри юррисем. "Юррăмсем-çунатăмсем" юрă кĕнекинче поэт-юрăçă тăван çĕршыва, тăван тавралăха, атте-аннене, тус-тăвана халалланă юрăсене вуласа киленме пулать. П
ысăк калăпăшлă музыка произведенисем çырас ĕçе те хутшăнать поэт. Вăл - темиçе сюита, кантата, оратори авторĕ. Ф.Васильев композитор унăн либретти тăрăх "Чемен" опера çырнă. Паянхи кун та В.Давыдов-Анатри Юрий Кудаковпа Николай Эриванов, Авраам Бурундуковпа Виталий Адюков, Юрий Жуковпа Илле Степанов валли çĕнĕрен те çĕнĕ сăвăсем шăрантарать, поэтсемпе композиторсен пултарулăх каçĕсене, юрăçсен концерчĕсене пĕр сиктермесĕр çỹрет. Çĕре çитсен те яш юн вылинччĕ ун йăрăс пĕвĕнче!
Чăваш литературипе культурине аталантарас ĕçре тунă пысăк çитĕнỹсемшĕн Василий Иванович Давыдов-Анатрие Чăваш халăх поэчĕ, Раççей тата Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятне панă. Вăл 1984 çултанпа - Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ. Халăхсен туслăхĕн орденне, миршĕн кĕрешес ĕçри çитĕнỹсемшĕн ылтăн медале илме тивĕçлĕ пулнă. Давыдов-Анатри - Писательсен союзĕн членĕ. Поэт - Республикăри çамрăксен пĕрремĕш фестивалĕн лауреачĕ. Ăна Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ преми парса чыс тунă.