Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ çула _ юратнă хаçатпа

 

 Ыхра Çырминчи почта уйрăмĕ икĕ хутлă кирпĕч çуртра вырнаçнă. Ирпе ирех ĕç шавĕпе тулать пỹлĕм. Пĕрисем электроэнергипе, газпа усă курнăшăн укçа тỹлеççĕ, теприсем 2008 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн хаçат-журнал çырăнаççĕ. Открытка, конверт туянакансем те, посылка яракансем те пур. Почта уйрăмĕн начальникĕ Людмила Аркадьевна Шихранова кашнинех ăшшăн кĕтсе илет, кăмăллă калаçать.

Уйрăма 811 экземпляр хаçат-журнал килсе тăрать. Вĕсенчен 157-шĕ район хаçачĕ. "Авангарда" чи нумай çырăнтараканĕ _ Наиле Сайдашева почтальонка. Ыхра Çырминче 78 экземпляр салатать вăл ăна. Треньелĕнчи Марина Положина район хаçатне _ 44, Чăваш Ишекĕнчи Елена Викторова 35 киле çитерет. Почтальонкăсем халăха ытти çăмăллăхсемпе те тивĕçтереççĕ. Пин ытла çынна пенси-пособи валеçеççĕ, хăйсен ĕçне юратса пурнăçлаççĕ. Хальхи çырăнтару тапхăрĕнче те хастарлăха чакармарĕç вĕсем, кашни çынпа курса калаçма тăрăшрĕç.

Хаçат-журнала кăмăллакансем кашни ялтах пур. Чăваш Ишекĕнчи С.Кулакова, Г.Никишкин, М.Харитонов, Н.Шихранов, Ыхра Çырминчи М.Бурчаклы, Ф.Хамидуллов, Р.Тазетдинов, Р.Тимурбулатов, Ш.Тазетдинов, Треньелĕнчи Л.Захарова, И.Михайлов çемйисем 4-5-шер экземпляр хаçат-журнал çырăнаççĕ. Вĕсемех "Авангардпа" та туслă. Асăннă ялсенче пурăнакансем Çĕнĕ çула та юратнă хаçатпа кĕтсе илĕç. Ăна илсе тăма 160 çемье кăмăл тунă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 декабря 2007
00:00
Поделиться