Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Следстви комитечĕ – 100 кунта

Декабрĕн 15-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн прокуратури çумĕнчи Следстви комитечĕ, çавăн пекех Чăваш Республикинчи Следстви управленийĕн Патăрьел районĕн уйрăмĕ йĕркеленсе кайнăранпа çĕр кун çитет.

“Раççей Федерацийĕн прокуратури çинчен” Федераллă саккунпа тата Раççей Федерацийĕн уголовлă-процессуаллă кодексри улшăнусемпе ки-лĕшÿллĕн Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк тата Шăмăршă районĕсен никĕсĕ çинче асăннă следстви органĕ йĕркеленнĕ. Паянхи кун районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн руководителĕ – Р.Шайхалов, В.Коннов унăн çумĕ, Р.Салимзянов, Г.Аверкин, В.Ярушкин, В.Егоров аслă следовательсем, Т.Танькова аслă инспектор-делопроизводитель.

Çĕнĕ комитет ĕçлесе кайнă тапхăрта, паллах, пур енĕпе те йывăрлăхсем сахал мар пулнă. Паян районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ йĕркеллех ĕçлесе кайрĕ темелле. Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне преступлени çинчен калакан 200 ыйтăва пăхса тухнă. Вĕсемпе пуринпе те çирĕп тĕрĕслев ирттернĕ, 11 уголовлă ĕç пуçарнă, 13 уголовлă ĕçе кирлĕ йышăну тума суда янă. Вĕçне çитернĕ кашни уголовлă ĕçпех следовательсем унăн сăлтавне тата вăл мĕнле условисенче пулнине тĕпченĕ, вĕсем урăх ан пулччăр тесе кирлĕ мерăсем йышăннă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 декабря 2007
00:00
Поделиться