Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çуталаççĕ çĕнĕ урамсем

Районти ялсенче çĕнĕ урамсене электрификацилес ĕç малаллах пырать. Программăна кăçал Ишлĕ, Именкасси, Сăкăт, Хирти Пикшик, Патăрьел ялĕсен çĕнĕ урамĕсене кĕртнĕ. Патăрьелĕнчи çамрăксен урамĕнче ĕçе вĕçленĕ. Паян Хирти Пикшикпе Именкассинче ĕçлеççĕ. Электричество линийĕн тĕревĕсене лартнă, трансформатор подстанцине кÿрсе килнĕ. Çулталăк вĕçлениччен лини карса 5 трансформатор подстанцийĕ вырнаçтармалла.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 декабря 2007
00:00
Поделиться