Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çурхи шыв пек инçе-çке çулсем, пĕр самант пек иртеççĕ кунсем

Хĕвеллĕ кун илемĕпе киленсе Аврам Прохорович картишĕнчи хăй ăсталанă пукан çине тухса ларчĕ те туйи çине таянса тарăн шухăша кайрĕ. 83 çулхи ветеранăн иртнĕ ĕмĕрĕ ирхи сывлăм пекех туйăнчĕ. Шалта пуçтарăннă йывăр сывлăша хаш та хаш туса кăларчĕ вăл. Хăй вара татти-сыпписĕр суракан урине пĕр вĕçĕм сăтăрчĕ. Пурнăç ÿкерчĕкĕсем чатăр уçнă хыççăнхи евĕр пĕрин хыççăн тепри куç умне тухса тăчĕç ватă çыннăн.

Сак тулли ача пулнă вĕсем çемьере. Хуран яшки çинĕ чухне амăшĕ сакăр кашăк валеçнĕ. Анчах шел, выçăллă-тутăллă пурнăçра тăваттăшĕ ураланса йăл илеймен, вилнĕ. Вăл çеç те мар-ха, Аврам 12 çулта чухне амăшĕ те çĕре кĕнĕ. Ун хыççăн вара аслă ывăлăн ашшĕпе пĕрле чылай пурнăç ыйтăвне татса пама тивнĕ. Ашшĕпе пĕрле ака та тунă, вăрман та кăларнă, тимĕрçĕ лаççинчи ĕç вăрттăнлăхне те алла илнĕ. Прахур тете питĕ ăста та пултаруллă тимĕрçĕ пулнă. Тавра ялтан та килнĕ ăстаран пулăшу ыйтма. Çынсем хушшинче вăл тирпейлĕхпе, ĕçченлĕхпе палăртса тăнă. Кирек мĕнле ĕçе те кăмăлтан пурнăçланă. Тен, çавăнпах пулĕ вăл мăшăрĕ вилнĕ хыççăн хĕрĕх çула яхăн ачисене пĕр-пĕчченех пăхса ÿстерсе воспитани панă, çемьеллĕ тунă.

Пĕр вĕçĕм ыратакан урине ачашланă май Аврам тете ылханлă вăрçă çулĕсене аса илчĕ. 1942 çулхи август уйăхĕ. Ялта ĕçлеме пултаракан ватти те, вĕтти те тенĕ евĕр кĕр тыррине акаççĕ. Аврам та ыттисемпе пĕрлех акара. Шăпах çак вăхăтра каччăна çар комиссариачĕн ĕçченĕ вăрçа кайма ят тухни çинчен хут тыттарнă. Тепĕр икĕ кунтан ăна ытти юлташĕсемпе пĕрле çĕр-шыва тăшмантан сыхлама ăсатнă. Малтан Йĕпреçре, ун хыççăн Çĕрпÿре çар ĕçне хăнăхтарнă хыççăн А.Кузнецов рядовоя тÿрех фронтăн малти линине тăратнă. Тĕрлĕ фронтра пулса тăшманпа çапăçма тивнĕ унăн. Нимĕç салтакĕпе куçа-куçăн тăни те пайтах пулнă. Кашни утăм пурнăçпа вилĕм хушшинче. Хуласене ирĕке кăларнă чухне салтаксем пĕрин хыççăн тепри вырта-вырта юлнă. Пăшал сасси, мина çурăлни, тăшман самолечĕсем çăхан пек явăнса çÿрени паян кунчченех ветеранăн куçран та каймаççĕ, хăлхаран та тухмаççĕ. Акă, 1943 çулхине Великие Луки хулашăн пынă çапăçура Аврам Прохоровича уринчен питĕ йывăр амантаççĕ. Салтак госпитале лекет, сипленет, ун хыççăн каллех строя тăрать. Çип çинçе çĕртен татăлнă евĕр, каярахпа каллех çав ураранах амантаççĕ. Виççĕмĕшĕнче те тăшман пульли çав уранах шыраса тупать. Каласан та ĕненес килмест. 1944 çулхи декабрь уйăхĕнче контузи те пулнă А.Кузнецов ефрейтора киле янă.

Вăрçă суранĕ паян кунччен те пирчеймест инвалид-салтакăн. Çапах та вăл ĕмĕр тăрăшшĕпех хăйне ĕçпе, çемьепе, ачасемпе йăпатнă. Вăрман хуçалăхĕнче те, кирпĕч заводĕнче те ĕçленĕ вăл. Унсăр пуçне Ишлĕре вăл чи-чи ăста платник, столяр, тимĕрçĕ те. Ытти ĕçе те кăмăлтан пурнăçлать. Хветуç аппапа çичĕ ачана пăхса çитĕнтерсе ура çине тăратнă. Паян кашнийĕн хăйĕн ăшă йăва, çемье, ача-пăча. Тăван киле пуçтарăнсан вĕсем ашшĕ-амăшне хуçалăх ĕçĕнче пулăшса хăвараççĕ, каçхине вара кĕрекере ăшпиллĕ калаçу пуçлаççĕ. Çемье пуçлăхĕн, Аврам Прохорович Кузнецов вăрçă ветеранĕн çулĕсем çурхи шыв пек инçе темелле, çавăнпа ватă çыннăн сăмах çумне сăмах хушса калаçмалли те пайтах.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 декабря 2007
00:00
Поделиться