Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ирина Калентьева – Нăрваш Шăхалĕн хисеплĕ гражданинĕ

Нăрваш Шăхалĕнчи культурăпа кану центрне çак кунхине ял халăхĕпе пĕрлех районти, республикăри, Раççейри паллă спортсменсем йышлăн пуçтарăннă. Сăлтавĕ вара пысăк: маунтинбайк енĕпе Тĕнче чемпионкине Ирина Калентьевăна – “Нăрваш Шăхалĕн хисеплĕ гражданинĕ” ята парасси. Çак ятпа ăна ЧР Физкультурăпа спорт, туризм министрĕ А.Николаев, район пуçлăхĕ Н.Глухов, ял тăрăх пуçлăхĕ Н.Яковлев, “Труд” ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи Н.Михайлов ăшшăн саламланă, 2008 çулта Пекинра иртекен Олимп вăййисене хутшăнса ăнăçу тума суннă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 декабря 2007
00:00
Поделиться