Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Граждансене йышăнаççĕ

Çул çитнĕ гражданиншăн паспорт чи кирлĕ тĕп документ. Ăна 14 çул тултарсан параççĕ. Асăннă документа пурин те вăхăтра илмелле. Хăшĕ-пĕри тата ăна çухатнине пĕлтерсе çĕннине ыйтаççĕ. Çавăнпа та районти миграци службин ĕçченĕсен кашни çынпа уйрăммăн ĕçлеме, ыйтусене кĕске вăхăтра пурнăçлама тивет. Вунă кунта кирлĕ документсемпе паспорт хатĕрлесе параççĕ.

Миграци службин районти уйрăмне çынсем йышлă çÿреççĕ. Анчах та тепĕр чухне ялсенчен ĕç вăхăтне пĕлмесĕр те килеççĕ. Граждансене тунтикун, юнкун, эрнекун 14 сехетрен пуçласа 20 сехетчен, ытларикунпа кĕçнерникун 10 сехетрен 15 сехетчен йышăнаççĕ. Шăматкун та 10 сехетрен пуçласа 14 сехетчен ĕçлеççĕ. Çак графика Чăваш Ен миграци службин управленийĕ çапла йышăннă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 декабря 2007
00:00
Поделиться