Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Фермер пĕтĕм тĕнчери курава хутшăннă

Çĕр-шывăн тĕп хулинче – Мускавра Пĕтĕм тĕнчери XV “Пресса-2008” курав пулнă. Çак форума Чăваш Ентен 24 делегат хутшăннă. Вĕсенчен пĕри – Çĕнĕ Ахпÿрт чăвашĕ, хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçи Е.М.Мартышкин. Евгений Михайлович предпринимателĕн позитивлă сăнарне çĕнетсе пынăшăн, Раççей бизнесĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн “Прессăн ылтăн фончĕ” паллăна тата Диплома тивĕçнĕ. Çакă çĕр хуçишĕн малалла та пысăк яваплăха туйса ĕçлемелли хавхалану.



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 декабря 2007
00:00
Поделиться