Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров: «Патăрьел хула мар, кăтартуллă ял пулĕ»

1775
Кĕркуннен юлашки кунĕ – ноябрĕн 30-мĕшĕ – Па-тăрьелсемшĕн тÿлек те хĕвеллĕ, кăмăллă çанталăкпа çеç мар, чăн малтанах тăван районăмăр 80 çул тултарнине, çак ятпа тата ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç промышленноçĕнче ĕçлекенсене чыс тума Республика Президенчĕ Н.Федоров пирĕн районта пулнипе, юбилей ячĕпе çĕнĕ строительство объекчĕсем уçнипе, районта тата унăн тулашĕнче пурăнакан ентешсемшĕн ăш пиллĕ тĕл пулу, чăн-чăн уяв пулнипе район историйĕн черетлĕ страницине пĕл-терĕшлĕ кун пулса çырăнса юлчĕ.

Ирхине тăхăр сехет. Район центрĕнче илемлĕ кĕвĕ-çемĕ сасси янăрать

Юбилей кунĕ савăнăçлă мероприятисенчен пуçланчĕ. Район пуçлăхĕ Н.Глухов, Патăрьелĕнчи “Агросервис” ял хуçалăх потребителĕсен тивĕçтерÿ кооперативĕн презентацине çитрĕ. Янешевсен çемье никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ кооператив уйрăм хушма хуçалăхсене, ытти ял хуçалăх предприятийĕсене тырă фуражĕпе тивĕçтерессипе ĕçлет. Ноябрь уйăхĕнче çеç вĕсем икĕ миллион тенкĕлĕх выльăх апачĕ реализациленĕ. Тивĕçтерÿ çăл куçĕ ÿссех пынине кура декабрьте тата ытларах тавар çаврăнăшĕ пулмалла. Сăмах май каласан, потребительсен кооперативĕ иртнĕ çул районта пĕрре çеç уçăлнă. Хальхи вăхăтра вĕсем 14, çулталăк вĕçлениччен тепĕр виçĕ çĕнĕ кооператив уçăлмалла. Район пуçлăхĕ Н.Глухов ял хуçалăх производствине аталантарас, килти хушма хуçалăхсене тĕреклетес тĕлĕшпе çĕнĕ çул-йĕр çине тăнă “Агросервис” кооператив ĕçченĕсене ăнăçлă ĕçлесе кайма ырă сунчĕ.

Ун хыççăнах район пуçлăхĕ С.Ялуков предпринимателĕн “Водолей” магазинне уçнă çĕре хутшăнчĕ.

– Уйрăм çынсем, сирĕн пек предпринимательсем ял халăхĕн ыйтăвне тивĕçтерекен хăтлă та пуян çуртсем уçма мехел, вăй-хăват, ăс-тăн çитернишĕн савăнмалла çеç. Халăх сирĕн ĕçĕрпе кăмăллă пултăр, эсир те вĕсен ыйтăвне туллин тивĕçтерĕр – терĕ Николай Иванович хĕрлĕ хăйăва каснă май магазина уçма пуçтарăннисем умĕнче.

1811

Ирхине 10 сехет. Патăрьелĕнчи тĕп больница çумĕнчи 24 хваттерлĕ çĕнĕ çурт умĕнче лăк тулли çын хĕвĕшет. Пурте Республика Президенчĕ Н.Федоров çак çурта уçма, йышăнма килессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Республика элтеперĕ Патăрьел çĕрĕ çине урине пуссанах яланхиллех уçă кăмăлпа тата чăвашла: “Салам, Патăрьелсене! Пурне те, юбилей ячĕпе саламлатăп!”, – терĕ кăмăллăн. Чăнах та унăн республика шайĕнче темĕнле строительство объекчĕсене хутшăнма та тивет. Çапах та “Булат” тулли мар яваплă обществăн (генеральнăй директорĕ Р.Абдулвалеев) ылтăн алăллă строителĕсен ĕçне вăл çуртăн тул енчен пăхсан та, Поляковсен çамрăк çемйи çăмăллатнă кредитпа çак капăр çуртра илнĕ хваттерĕпе паллашсан та питĕ пысăк хак пачĕ: “ХХI ĕмĕрти чăн-чăн çурт!” – терĕ.

Виçĕ хутлă çуртăн никĕсне кăçалхи çуркунне çеç янă. Миçе уйăхра пысăк строительство объектне туса пĕтернине алăри пÿрнепех шутласа кăларма пулать. Чăннипех те правур тăрăшнă строительсем! Паян вара çак çуртра пĕр пÿлĕмлĕ 12, икĕ пÿлĕмли 8, виççĕлли тăватă хваттер. Кунта кашнийĕн харпăр хăйĕн хутса ăшăтмалли система. Ытти условисем те пур.

Республика Президенчĕ Н.Федоров – Патăрьелĕнчи физкультурăпа спорт комплексĕнче. Кунта вăл ĕçсем мĕнле пынипе те паллашрĕ, строительсемпе, тĕл пулăва кар çеç пуçтарăннă ытти çынсемпе калаçрĕ, хăш-пĕр ыйтусене хуравларĕ.

– Патăрьел ялĕ хăçан та пулин хулана çаврăнĕ-ши; Юлашки çулсенче вăл капăрлансах пырать-çке; – кăсăкланчĕ республика шайĕнчи пĕр журналистка. Президент ăна лайăх ыйтушăн тав турĕ те лăпкăн çеç: “Çук, Патăрьел хăй статусне нихăçан та çухатмĕ. Вăл республикăра чи-чи кăтартуллă ял пулĕ», – терĕ. Ял халăхĕ малашне хула шайĕнче пурăнĕ тениех çакă. Шухăша ырласа пурте тăвăллăн алă çупса ячĕç.

Район 80 çул тултарнă ятпа йĕркеленĕ юбилей уявĕ – культурăпа кану центрĕнче. Уяв залĕнче лăк тулли çын. Пухăннисене малтанах район пуçлăхĕ Н.Глухов саламларĕ, пурне те сывлăх, телей, ĕçре ăнăçу тума ырă сунчĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Патăрьелсене юбилей саламĕ каланă май вĕсен хастарлăхĕ, маттурлăхĕ, ĕçченлĕхĕ пирки те аса илме манмарĕ. Акă, сăмахран, иртнĕ çул пире республика бюджетĕнчен 433 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Пурне те тĕллевлĕ усă курнă. Кăçалхи январь-октябрьте вара район экономикине тĕреклетме, халăх пурнăçне лайăхлатма, инфраструктурăна çĕнетме 705 миллион тенкĕ укçа кĕнĕ! Кăмăллă мар-и-ха çакă;

Юбилей – савăнăçлă та паллă кун. Вăл вара парнесĕр те иртмест. Республика ертÿçи производствăра малта пыракансене Хисеп грамотипе тата парне парса чыс турĕ. “Ландыш” тулли мар яваплă обществăри М.Сурковăна “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тивĕçтерÿ сферин работникĕ” ята илнĕ ятпа, “Звезда” кооперативри Л.Киргизова дояркăна агропромышленность комплек-сĕнче нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, «Батыревское» ДРСУри çул-йĕр мастерне В.Яковлева, Шăнкăртамри вăтам шкул директорне Г.Абейдулловăна ĕçри çитĕнÿсемшĕн Президентăн Тав çырăвне тивĕçнипе саламларĕ. Кунтах Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин Министерствисен, ра-йон администрацийĕн Хисеп грамотисене тивĕçнисене те чысларĕ, “Исток” агрофирмăри, “Дуслык” ял хуçалăх кооперативĕнчи, «Плодопитомник “Батырев-ский” патшалăх унитарлă предприятинчи çамрăк çемьесене çурт-йĕр çавăрма тавăрса памалла мар субсиди свидетельствине парса саламларĕç.

1857

Юбилей уявĕн тепĕр кăмăллă пайĕ район хисеплĕ çыннисем хушшинче çĕнĕ йыш хутшăнни. Район, республика умĕнчи пысăк çи-тĕнÿсемшĕн Чăваш халăх поэтне Василий Давыдов-Анатрие тата тава тивĕçлĕ спорт мастерне, Тĕнче чемпионкине, Афинăри Олимп вăййисенче район, республика чысне тивĕçлипе хÿтĕленĕ Нăрваш Шăхаль хĕрне Ирина Калентьевăна “Патăрьел районĕн хисеплĕ гражданинĕ” ят пачĕç.

Çак кун Патăрьелсемшĕн кунĕпех чăн-чăн уяв пулчĕ. Культурăпа кану центрĕ çумĕнчи художество пултарулăх ушкăнĕн юррисем, “Евгения” ташă ушкăнĕн ташă çеммисем кун каç еннелле сулăнсан çеç лăпланчĕç. Район юбилейĕнчен çынсем савăк кăмăлпа саланчĕç.

 

ŸКЕРЧĔКСЕНЧЕ: Республика Президенчĕ Н. Федоров районти культурăпа кану центрĕнче йĕркеленĕ ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсем çитĕнтернĕ тата туса илнĕ продуктсен куравĕпе паллашать; район пуçлăхĕ Н. Глухов тата Ялуковсен çемйи «Водолей» суту-илÿ çуртне уçнă самант; Культурăпа кану центрĕнчи савăнăçлă самант.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 декабря 2007
00:00
Поделиться