Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ача амăшĕ-героиня – 80 çулта

Сăкăтра ятлă-сумлă хисеплĕ çынсем сахал мар. Çак кунсенче, акă, Анна Федоровна Сандыркина 80 çул тултарнă. Хисеплĕ ача-амăшĕ-героиньăна пысăк юбилейпа саламлама юратнă ачисем, мăнукĕсем, мăнукĕн ачисем, кÿршĕ-аршăпа тăванĕсем пуçтарăннă.

Пултаруллă та маттур хĕрарăм хăйĕн мăшăрĕпе, вăрçă участникĕпе – Александр Трофимовичпа вунă ача çуратса пăхса ÿстернĕ, ура çине тăратнă. Паян вĕсен йăх-несĕлĕ улмуççи турачĕ пек сарăлать. Сандыркинсен çирĕм мăнук, вĕсен ачисем те саккăрăн. Ватăсен савăнса, киленсе пурăнма сăлтавĕ те пур.



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 декабря 2007
00:00
Поделиться