Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ял тăрăхĕнчи чи лайах пуçлăх

Кзыл Чишма ял тăрăх пуçлăхне З.Г.Салахутдинова 2006 çул итогĕпе Чăваш Республикин муниципаллă тытăм Канашĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн “Ял тăрăхĕн чи лайăх пуçлăхĕ” хисеплĕ ят панă. Зуфар Гарафутдинович çакнашкал хака ял тăрăхĕнчи халăхпа пĕр чĕлхе тупнăран, хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăран çĕнсе илнĕ.

Ял тăрăхне виçĕ ял кĕрет: Кзыл Чишма, Красномайск, Çĕнĕ Чăпкас. Интернационалла пĕр пысăк çемье темелле. Чăвашсемпе тутарсем кирек мĕнле ĕçе те килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса пурнăçлани кăмăллă.

Кзыл Чишма ял тăрăхĕнче 1406 çын пурăнать. Çĕр ĕçĕпе кĕрмешсе пурăнакан халăх паянхи пурнăçпа кăмăлсăр тееймĕн. Çак таврашра килĕрен тенĕ пек “кăвак çулăм” ырлăхĕ ялкăшать. Хальхи вăхăтра “Таса шыв” программăпа пикенсе тимлеççĕ. Мĕн пур ĕçĕн 60 процентне пурнăçланă.

Вырăнта хăйсен вăйĕпе урам хушшинчи çулсене тирпейлессине йĕркелени те кăмăллă. Ял тăрăх пуçлăхĕн пуçарăвĕпе, депутатсен хастарлăхĕпе, халăхăн ăнланулăхĕпе, спонсорсен пулăшăвĕпе хальлĕхе Кзыл Чишмари Чапаев ячĕллĕ урама тирпейленĕ. Ку ялта тата тăватă урама йĕркене кĕртмелле.

Кзыл Чишма ял тăрăхĕ чăнласах та районта кăтартуллисен шутĕнче темелле. Тĕрлĕрен налук пуçтарассипе те, хушма хуçалăха аталантарас тĕлĕшпе çăмăллатнă кредит илессипе те, бюджета пурнăçлассипе те, ялсене тирпей-илем кĕртессипе тата ыттипе те вĕсенчен тĕслĕх илмелли пурах.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 ноября 2007
00:00
Поделиться