Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

УПРАТЬ КИЛ ĂШШИНЕ, САВĂНТАРАТЬ АЧИСЕНЕ

Кантăкран кăвак çут киличченех ура çинче вăл. Шăпчăк ыйхăллă çын, вăраннă вăранманах, картишне васкать. Таврара çав-çавах тĕттĕм-ха. Пĕр хушă Пăла шывĕнчен çĕкленекен çăра тĕтре вăраххăн шунине пăхса тăрать те ĕçе пикенет. Качакисене аслăк çинчен техĕмлĕ утă антарса парать, шăварать, чăххисене сарă тулă сапса çитерет те сада кĕрет. Улмуççисем çине пăхса киленнĕçем Герман Ефремович шухăш çăмхине кустарма пикенет. Унăн вара вĕçĕ те çук тейĕн. Ара пурнăç тути-масине самаях ас тивсе курнă 80 çулхи çыншăн аса илмелли сахал-и?

Сакăр теçетке çул каялла Тикешри Ефрем Егоровичпа Александра Никифоровна Павловсен кил-йышĕнче кун çути курнă вăл. Çемьери пиллĕкмĕш ача, çулсем иртнĕ май тата тăваттă хутшăннă. Тăхăр ачана тăрантарса, тумлантарса ÿстерме çăмăлах пулман ашшĕ-амăшне. Çавăнпах вĕсене пĕчĕккĕллех ĕçе хăнăхтарнă. Каçхине сĕтел тавра апата ларсан вара пысăк чашăкра харăсах тăхăр кашăк шакăртатнă. Ывăлĕ-хĕрĕ патвар ÿснĕшĕн ашшĕ-амăшĕ шутсăр хĕпĕртенĕ. Хăйсен сăпайлăхне, ĕçченлĕхне, ыр кăмăллăхне йăлтах вĕсене пама тăрăшнă.

Ачалăхĕ çăмăлах пулман. Çиччĕмĕш класран вĕренсе тухсанах Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă. Ача-пăча та аслисемпе пĕрлех йывăр ĕçе кÿлĕннĕ. “Йăлтах – çĕнтерÿшĕн” сĕнÿ-плаката тĕпе хурса çĕрне-кунне пĕлмесĕр колхозра вăй хунă вĕсем. Хĕлĕпех йĕтем çинче молотилкăпа тырă çапнă. Çил-тăман та, сивĕ те хăратайман. Çулла хĕрарăмсемпе пĕрлех хирте çум çумланă, утă çулнă, тырă вырнă, кĕлте турттарса çĕмел тунă.

1943 çулхи август уйăхĕнче Германа юлташĕ Влас Барышников (хальхи вăхăтра вăл Шупашкарта пурăнать, Чăваш патшалăх университечĕн политологи кафедрин заведующийĕ) Шăнкăртам районĕнчи почтăна ĕçе чĕннĕ. Çапла Герман учрежденисемпе организацисене телеграммăсем валеçме пикеннĕ. Ĕçĕ ку питĕ яваплă шутланнă. Вăрçă пынăран вăрттăнлăхпа çыхăннă телеграммăсем чылай килнĕ, вĕсене 2 минут каярах çитерсен те айăплама пултарнă.

Вун улттă тултарсан каччăна телефонист-морзиста вĕрентнĕ. Пултарулăхне кура çĕнĕ профессине кĕске хушăрах алла илсе ĕçе пикеннĕ. 1944 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче каччăн çара кайма ят тухнă.

Куйбышев облаçĕнчи Инза хулинчи вĕренÿ чаçĕнче 4 уйăх пулнă хыççăн, шăпах Инçет Хĕвел тухăçне куçарса каймалли кун, ирхине ирех вăрçă чарăннă хыпара илтнĕ. Çапла Çĕнтерÿ кунне çамрăк салтаксем кунтах паллă тунă. Вĕсемшĕн ку чăн-чăн телей пулнă.

Виçĕ кунран вĕсене Японие куçарса кайнă. Кунта Герман Ефремович апат-çимĕç базинче виçĕ çул службăра тăнă.

Салтак аттине хывсанах Г.Павлова каллех почтăна телеграфист пулса ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Ку вăхăт тĕлне район центрĕ Патăрьелĕнче пулнă ĕнтĕ. Почта начальникĕ Н.Калыгин тăрăшуллă çамрăка çийĕнчех асăрханă, ăна пысăкрах, яваплăрах ĕçсем шанса панă. 1954 çулта Шăнкăртамри çыхăну уйрăмне ертсе пыма куçарнă. Герман Ефремович кунта 1968 çулхи февраль уйăхĕччен вăй хунă. Тутарсемпе çывăх туслашнă, вĕсен чĕлхине те хăнăхса çитнĕ. Пĕлекенсем ăна халĕ те ырăпа çеç аса илеççĕ.

Ун хыççăн Герман Ефремовича Патăрьел почтине тĕп кассира куçарнă. Каярахпа инструктор, 10 çул районсем хушшинчи контролер, унтан каллех инструктор пулнă вăл. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех кунта тăрăшнă, хăйĕн пурнăçне çыхăну ĕçĕпе çыхăнтарнă.

Ĕçне кура хисепĕ, чысĕ. Хисеп грамотисемпе хаклă парнесене чылай тивĕçнĕ, “Чи лайăх связист” ята та çĕнсе илнĕ. “Ĕç ветеранĕ” медаль та пур унăн.

Арçыннăн пурнăçра çурт-йĕр çавăрмалла, ача çураттармалла, йывăç лартмалла теççĕ. Çаксене Герман Ефремович йăлтах пурнăçланă. Хăйĕн ĕмĕрĕнче икĕ çурт лартнă: пĕри – йывăçран, тепри – кирпĕчрен. Сачĕ – пăхса ытармалла мар. Улмуççи çеç 20 ытла. Унсăр пуçне груша, слива, чие, çырла тĕмĕсем. Вăлах хурт-хăмăр ăсти. Икĕ теçеткене яхăн вĕлле тытать. Ял-йыша, тăван-пĕтене пылпа сăйлать.

“Атте-аннен пилĕк хĕр, пиллĕкĕш те пит маттур” тесе çырнăччĕ пĕр паллă поэтăмăр хăйĕн сăввинче. Çак икĕ йĕркене Герман Ефремовичпа Дария Николаевна Павловсен хĕрĕсем пирки каланăнах туйăнать. 1948 çулта пĕр йăва-çемье çавăрсан вĕсем çапла калаçса татăлнă: кирек мĕнле йывăр килсен те пулас ачасем пиртен телейлĕрех пулччăр, пурнăç çулĕ çине шанчăклă тăччăр тесе хамăртан мĕн килнине йăлтах тăвăпăр. Юратупа килĕшÿллĕх хуçаланнă çемьере вара ултă ача çуралнă. Шел, асли, Варсонофий виçĕ çултан вилнĕ. Кайран вара çут тĕнчене пĕрин хыççăн тепри пилĕк хĕр килнĕ.

Кашнийĕшĕпех савăннă ашшĕ-амăшĕ. Тарье аппа хăйĕн хĕрĕсене тĕрĕс-тĕкел ÿстерес тесе ырми-канми ĕçленĕ, тĕрлĕ çулсенче, тĕрлĕ вырăнта счетовод, бухгалтер пулнă.

Пурнăçра паллах йывăрлăхсем те чылай пулнă пуль, çапах Тарье аппапа Герман пичче пилĕк хĕрне те пурнăç çулĕ çине кăларма ăс-хакăл та, вăй-хăват та çитернĕ. Ачисене них-çан та вăрçса-хăтăрса курман вĕсем, хăйсем хушшинче яланах килĕшÿ хуçаланнăран хĕрĕсем те ашшĕ-амăшĕнчен ыррине курса, вĕренсе ÿснĕ. Пурте аслă пĕлÿ илнĕ, çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Аслă хĕрĕ Мария врач-терапевт, Мускавра пурăнать. Мăшăрĕпе икĕ ача çитĕнтереççĕ. Антонина Çĕнĕ Шупашкарта тĕпленнĕ, медицина ĕçченĕ, икĕ ача. Ольга та аппăшĕсен çулĕпех кайнă, врач-терапевт, Мускавра тымар янă. Вĕсен те икĕ ача. Люба яла кăмăлланă, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта биолог, 4 ачаллă. Кĕçĕнни Надежда ашшĕ çулĕпе кайнă, çыхăну техникумĕнчен вĕренсе тухнăранпах Раççей почтин Патăрьелĕнчи филиалĕнче вăй хурать, начальник заместителĕ. Куçăмсăр майпа аслă пĕлÿ илнĕ, юрист.

Шел, Герман Ефремовичăн мăшăрĕ Дария Николаевна халиччен пурăнаймарĕ. Икĕ çул пĕччен пурăннă хыççăн арçын хăйне ăнланакан хĕрарăм тупрĕ. Халĕ Антонина Ильиничнăпа кун кунлаççĕ. Хĕрĕсемпе, кĕрÿшĕсемпе, мăнукĕсемпе (вĕсем вун виççĕн, вĕсен ачисем пиллĕкĕн) савăнса пурăнаççĕ.

Çак кунсенче Герман Ефремович 80 çул тултарчĕ. Çак ятпа саламлама çывăх çыннисем йышлăн пуçтарăнчĕç. Уяв кĕрекинче вăл çапла каларĕ: “Хĕрсемпе кĕрÿсем, мăнуксем лайăх пулнăран эпĕ çак çула çитме пултартăм. Таймапуç, вĕсене!”

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 ноября 2007
00:00
Поделиться