Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Районтан пилĕк çул çеç кĕçĕнрех

Патăрьелĕнчи ДРСУн истори тымарĕ çывăхах мар темелле. Иртнĕ эрнере çул-йĕр ăстисем хăйсен юбилейне – 75 çулне паллă турĕç. Çак предприятире 1997 çултанпа ертÿçĕн пысăк та йывăр тиевне туртакан С.П.Рубцов вун çиччĕмĕш çын.

Пултаруллă та вăйпитти ертÿçĕ тесе хаклас килет ăна. Вĕсем хăйсем çинче шутланса тăракан 184, 2 çухрăм çула пăхса, тасатса, тирпейлесе тăраççĕ. Вăл шутра – 94, 5 çухрăмĕ республика пĕлтерĕшлĕ.

“Батыревское ДРСУ” 126 çынлă коллектив вăйĕпе чылай кăтартуллă, усăллă ĕç тăвать. Ахальтен мар ĕнтĕ çул-йĕре пăхса тăракан çак управлени кăтартуллă ĕçсемшĕн тĕрлĕ шайри Хисеп грамотине, тав сăмахне тивĕçнĕ. 2003 çулта вара Патăрьелĕнчи ДРСУна “Районти чи лайăх строительство организацийĕ” хисеплĕ ят та панă.

Çак коллектив паян та пысăк ĕмĕт-тĕллевпе, аслă шайри органсен хушăвĕсемпе Указĕсене пурнăçлас тесе малалла ăнтăлать. Акă, сăмахран, 2004 çулта вĕсен мĕн пур ĕçсен калăпăшĕ 15 миллион тенкĕлĕх пулнă, кăçалхи вунă уйăхра вара вĕсем 112 миллион тенкĕлĕх ĕç тунă! Урăхла каласан, ĕç калăпăшне те, пахалăхне те темиçе хут ÿстернĕ.

Патăрьелĕнчи ДРСУна паян 75 çул. Çак ятпа çул-йĕр ăстисене, специалистсене район пуçлăхĕ Н.Глухов, УКП “Чувашавтодор” генеральнăй директорĕ О.Евдокимов, генеральнăй директор çумĕ С.Лекарев, “Чувашавтодор” уçă акционерла общество генеральнăй директорĕ Л.Кольцов тата ытти чĕннĕ хăнасем тухса саламларĕç, пурне те хăйсен пархатарлă ĕçĕнче ăнăçу сунчĕç. Кирек мĕнле пулсан та лайăх та пахалăхлă çул – экономикăн “юн тымарĕ”-çке.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 ноября 2007
00:00
Поделиться