Малашлăха пăхса, ыранхи куна шанса
– Наци проекчĕ пирĕн çул-йĕре уçрĕ темелле. Хуçалăх отраслĕсенчи кăтартусем лайăхланни палăрмаллах сисĕнет. Пĕрлешсе пысăкланнă “Гвардеец” колхозран уйрăлса çĕнĕ хуçалăх йĕркелесенех йывăрлăхсем самаяхчĕ. Халĕ вăл вăхăт хыçа юлчĕ. Çулленех кашни ĕнерен
Ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе кал-кал ĕçлесе пыратпăр. Çапах та тĕш тырă тата нумай çул ÿсекен курăк вăрлăхĕ туса илессипе те вăй хуратпăр. Сортлă вăрлăх туянма таçтан та килеççĕ. Çавна май хамăр те вăрлăха çĕнетсех тăратпăр. Кăçал кашни гектартан 29 центнер тĕш тырă, 220 центнер çĕр улми туса илтĕмĕр.
2004-2007 çулсенче кредит тата лизинг шучĕпе икĕ “Дон” комбайн, икĕ МТЗ-1221 трактор, ПР-145 пресс, БДМ 3Ÿ4 дискатор туянтăмăр.
2007 çулта наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 4 миллион та 200 пин тенкĕ укçа илсе ĕне витине çĕнетнĕ, сĕт пăрăхĕ, холодильник, апат валеçекен оборудовани вырнаçтарнă. Çакă кунта вăй хуракансен ĕçне чылай çăмăллатрĕ. Ял хуçалăхĕнче пур енĕпе те ĕçлемелле тесе шутлатăп. Çулсерен продукци хакĕ улшăнать, апла тупăш илесси те тĕрлĕрен. Пĕр отрасль тăкаклă пулсан, тепри те пулин тупăш паратех. Пирĕн тĕллев – пĕчĕк лаптăксем çинчех çĕнĕ техникăпа, технологипе усă курса пысăк тупăш илесси. Ман шутпа, ял çыннине хальхи вăхăтра ура çинче çирĕп тăма майсем çителĕклех.