Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Асран кайми тăван Патăрьел, вăй-хал илет ялан, кунсерен!

Патăрьел районĕ мĕн ĕлĕкренпех хăйĕн паттăр ывăл-хĕрĕпе, ĕçчен те пултаруллă çыннисемпе, вăйлă спортсменсемпе палăрса тăнă. Ку тĕлĕшпе паян та пирĕн никам умĕнче те намăсланмалла мар. Ахальтен мар районăмăра сăвăçсемпе çыравçăсем те “Юхма ен – Паттăр ен” тесе хаклаççĕ.

Район историйĕ çулран-çул хушăнса, пуянланса пырать. Паян хамăрăн пĕчĕк çĕр-шывăмăр 80 çул тултарнине пысăк хавхаланупа уявлама пултаратпăр. Район аталану çулĕпе çирĕппĕн утать.

Чăваш Енре мĕн пур ырă ĕçе чăн малтан пурнăçа кĕртнĕрен Республика Президенчĕ Н.Федоров хамăр çĕр-шывăмăра “пилотлă регион” тесе хак пачĕ. Эпир вара хамăр район пирки çапла калама пултаратпăр.

Мĕн пур çитĕнÿ халăх вăйĕпе пулать. Интернационалла туслă çемьере чăвашĕ те (72, 7 процент), тутарĕ те (25, 4 процент), вырăсĕ те, мăкши те килĕштерсе пурăнни пире тăнăçлăх кÿрет, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеме май парать.

Патăрьел районĕ мĕн ĕлĕкренех çĕр ĕçĕпе пурнăçа сыпăнтарса пыракан район шутланнă. Паян та район экономики ял хуçалăх продукчĕсем туса илессипе çыхăннă. Хальхи вăхăтра пирĕн 37 ял хуçалăх производство кооперативĕ тата 174 фермер хуçалăхĕ. Пирĕн тĕллев – агропромышленность комплексне паянхи кун ыйтнă пек аталантарасси, хресчене çĕр ĕçĕпе ĕçлеме, хушма хуçалăха аталантарма кирлĕ услови туса парасси. Акă, “АПК аталанăвĕ” приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртме пуçланăранпа районти 2200 гражданин патшалăхран 360 миллионлăх кредит укçа илнĕ. Ку вăл мĕн пур хушма хуçалăхсен 17 проценчĕ пулать.

Районта 15 ял хуçалăх потребитель кооперативĕ. Вĕсем хушма хуçалăхран сĕт, аш-какай пуçтарассипе, халăхран çĕр улми, сухан-севок, пахча çимĕç туянассипе, выльăх апачĕпе тивĕçтерессипе ытларах тимлеççĕ. Агропромышленность комплексне аталантармалли наци проекчĕпе килĕшÿллĕн районти тăватă хуçалăх (Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирми, “Красное знамя”, “Звезда”, “Труд”) выльăх-чĕрлĕх фермисене модернизацилес тĕлĕшпе пысăк суммăллă кредитсем илсе ĕçе кĕртрĕç, пăрăх тăрăх килекен сĕте сивĕтмелли хатĕрсем вырнаçтарчĕç. Çакă выльăх-чĕрлĕх пăхакана ĕçлеме кирлĕ услови туса пани, производствăна ÿстермелли çĕнĕ мелсем шырани.

Сахал тăкаксемпе пысăк тупăшлă культура çитĕнтерес тесен, чăн малтан ял хуçалăх техникине çĕнетсех тăмалла. Ку тĕлĕшпе те районта çулсеренех “хурçă утăн” пысăк вăйĕ хушăнать.

Район администрацийĕн тĕп тĕллевĕ – ялта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси, обществăлла инфраструктурăна çĕнетесси, хамăр пурăнакан тавралăх сăн-сăпатне улăштарасси, çак тĕллевпе социаллă пысăк проектсене пурнăçа кĕртесси. Юлашки тăватă çулта “Яла 2010 çулччен социаллă аталантарасси” федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн, районти ялсенче пурăнакан 180 çемье çурт-йĕр çавăрма е туянма тавăрса памалла мар субсиди илнĕ. Вăл шутра 37-шĕ – çамрăк специалистсемпе вĕсен çемйисем. 2001-2007 çулсенче 297 çемье социаллă ипотека кредичĕпе усă курса хăйсен пурнăç условисене лайăхлатнă.

Республикăри ятарлă программăсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе те пирĕн район ыттисемпе танлаштарсан çине тăрса тимлет. Акă, сăмахран, “Çамрăк çемье” программăпа 2003-2006 çулсенче 177 çамрăк çемье çăмăллатнă ипотека кредичĕ илнĕ тата 52, 2 миллион тенкĕлĕх тавăрса памалла мар субсиди илнĕ.

Çĕнĕ çурт-йĕре хута ярас пирки сăмах пуçарсан, çакна та палăртма кăмăллă. 2006 çулта çурт-йĕр строительствин калăпăшĕ палăрмаллах ÿснĕ. Мĕн пурĕ 22251 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута кайнă. Ку вăл 2005 çулхипе танлаштарсан 127 процент пулать. Кăçалхи тăхăр уйăхра вара 15068 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕре ĕçе кĕртнĕ. Çулталăк вĕçлениччен тата 25300 тăваткал метр пурăнмалли лаптăка хута ямалла.

“Лайăх çулсем – экономикăн “юн тымарĕсем” кăна мар, хамăрăн халăха чунран хисепленине кăтартакан паллă та, мĕншĕн тесен транспорт инфратытăмĕн лару-тăрăвĕ наци сывлăхне те, культурăна сыхласа хăварассипе малалла аталантарасси çине те витĕм кÿрет”, – çапла каларĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă кăçалхи Çырура. Çакă, тĕрĕссипе, иртнĕ çулхи августăн 21-мĕшĕнче “Чăваш Республикинче автомобиль çулĕсен линийĕсене тăвассине вĕçлемелли мерăсем çинчен” йышăннă Указа тепĕр хут хăвăртлатниех. Çул тăвассипе кăçал пирĕншĕн ăнăçлисенчен пĕри пулчĕ тесе хакламалла. Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне тăватă объектра 20 çухрăм ытла асфальтлă çула хута ятăмăр, çавна май Сăкăт, Хурама-Твар, Анат Тăрмăш, Ульяновка ялĕсене çитиччен маршрутлă автобус рейсĕсене уçрăмăр. Чăнах та, Президент хак панă пек, ял халăхне чун-чĕререн хисеплени тесе шутлатăп.

Районта “Вĕрентÿ”, “Сывлăх сыхлавĕ”, “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕсене вăхăтра тата кирлĕ пек пурнăçласа пыма тăрăшатпăр. Район юбилейĕн кунĕнче савăнмалли, хăпартланса каламалли кашни отрасльте пайтах. Юлашки çулсенче, акă, шкулсене модернизацилес ыйтупа питĕ тимлерĕмĕр, вĕсен пурлăхпа техника базине чылай тĕреклетрĕмĕр, çĕнетрĕмĕр. Çакă, паллах, йăлтах ачасемшĕн, вĕсен шанчăклă пуласлăхĕшĕн пурнăçланă ĕçсем. Паян вĕренекенсем те ăс-тăн, тавра курăм тĕлĕшĕнчен самай çÿлелле туртăнни сисĕнет. Тĕрĕссипе урăхла пулма та тивĕçлĕ мар. Сăмахран, 2006 çулта Туçари вĕрентÿ центрĕнчи М.Табакова тата Шăнкăртамри вăтам шкулти Г.Абейдуллова РФ Президенчĕн çĕр пин тенкĕ премине илме тивĕçнĕ. Первомайскипе Туçа вĕрентÿ центрĕсем Раççейри чи лайăх шкулсен йышне кĕрсе пĕрер миллионлăх вĕрентÿ оборудованийĕсене тивĕçрĕç. Ку вăл пирĕн район чысĕ, çитĕнĕвĕ те-çке!

Тăван Патăрьелĕм çулсеренех илемленсе, капăрланса пырать, ĕçчен ывăл-хĕрĕпе пуянланать, хăйĕн паттăрĕсемпе, паллă çыннисемпе вара ти-вĕçлипе мăнаçланать, мухтанать. Совет Союзĕн Геройĕсене П.Е.Кузнецова, Б.С.Рахимова, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсене П.Г.Карикова, Б.С.Тухветуллова, А.П.Табакова, Л.П.Кураков, Х.М.Миначев, Р.Х.Шакуров академиксене, Социализмла Ĕç Геройне, Ленин орденĕсен кавалерне В.А.Никитина, Б.Глинкин, М.Тазетдинов, А.Деверинская, И.Калентьева, З.Якушев тата ытти спортсменсене, Г.Айхи, Ф.Бурнаш, В.Митта, В.Давыдов-Анатри, К.Латыпов, Р.Сарпи, А.Талвир, М.Юхма, Н.Исмуков тата ытти çыравçăсене, сăмах ăстисене ра-йонта çеç мар, республикăра, унăн тулашĕнче те, тĕнче шайĕнче те нумай-нумай çын пĕлеççĕ, хисеплеççĕ. Çавăнпах паттăр пирĕн Патăрьелĕмĕр!

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 ноября 2007
00:00
Поделиться