Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

АЧАСЕМ СЫВĂ ПУРНĂÇ ЙĔРКИШĕН

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта ачасен сывлăхне çирĕплетес енĕпе тĕрлĕ мероприяти иртет. Ку уйăхлăха “Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн” темăпа йĕркелерĕмĕр. Классем хушшинче “Мини-футбол”, “Баскетбол”, “Пионербол” спорт вăййисем иртрĕç. Ăмăртусем ачасене физкультурăпа спорта юратма, сывлăха çирĕплетме, классем хушшинче туслăха йĕркелеме, вăйлă командăна курма вĕрентеççĕ, пулăшаççĕ. “Мини-футболла” ăста выляса 1-мĕш вырăна 11-мĕш “е” çĕнсе илме пултарчĕ. 2-3-мĕш вырăнсене 8-мĕш “а”па 10-мĕш “г” классем пайларĕç.

Хĕр ачасен хушшинче баскетбол вăййине ирттерме шутларĕ аслă судья А.Краснов. Вĕсем ăмăртăва хатĕрленнĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Очко çумне очко хушса 1-мĕш вырăна 9-мĕш “а” класс тухма пултарчĕ. Вĕсенчен кăшт каярах юлса 10-мĕш “е” тата 10-мĕш “г” классем пайларĕç. Вăтаммисем хушшинче “Пионербол” вăййи асăнмалăх юлчĕ. Спортзал ачасен сассипе янраса тăчĕ. Ку вăйăра икĕ мечĕкпе выляса илме кăткăс пулчĕ. Вăйпа кăна мар, ăспа та выляма тÿр килчĕ. 7-мĕш “а” класа çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене 8-мĕш “а” класпа 6-мĕш “б” йышăнчĕç. Çĕнтерÿçĕ командăсене шкул директорĕн çумĕ С.Кальметов Хисеп хучĕсемпе парнесем пачĕ. Шкул директорĕ Л.Сафронова ачасене çирĕп сывлăх, вĕренÿре çитĕнÿсем туса пыма, уйăхлăха малалла хастар хутшăнма сĕнчĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 ноября 2007
00:00
Поделиться