Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçлерĕмĕр кар тăрса, ывăннине манса

Ял ĕçченĕсем хăйсен професси уявне кăçал район юбилейĕпе пĕрле ноябрĕн 30-мĕшĕнче палăртаççĕ. Унта çĕнĕ çул пуçламăшĕнче панă сăмах ĕçпе мĕнлерех çирĕпленнине пăхса тухаççĕ. Пĕтĕмлетÿ тăваççĕ, çĕнĕ тĕллевсем палăртаççĕ. Çавна май пирĕн корреспондент район пуçлăхĕн çумĕпе, АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай пуçлăхĕпе М.М.Калмыковпа калаçнă.

– Мансур Миневелиевич, агропромышленность комплексĕ район экономикинчи пысăк та кирлĕ секторсенчен пĕри шутланать. Çавна май халăхăн пурнăç шайĕпе социаллă лару-тăрăвĕ унран нумай килет.

– Агропромышленность комплексĕн кашни утăмне район пуçлăхĕ тимлĕ сăнаса тăрать. Патшалăх ял çынни çине “çаврăнса” пăхнă хыççăн чуна савăнтаракан ырă улшăнусем пулса иртеççĕ.

Çут çанталăк йывăрлăхĕсене парăнтарса, ĕçе пĕлсе, вăхăтра йĕркеленипе АПК ĕçченĕсем кашни гектартан кĕлет виçипе 21, 2 центнер, пĕтĕмпе 34140 тонна тĕш тырă пухса кĕртрĕç. Кĕрхи культурăсен тухăçĕ тата та пысăкрах – 24 центнерпа танлашрĕ. Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче кашни гектартан – 37, 9, “Батыревский” хуçалăхра – 32 Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнче – 28, 6, “Исток”, “Югель”, “Малалла”, “Красное знамя”, “Звезда” хуçалăхсенче 27, 1-26, 6 центнер тĕш тырă çитĕнтерчĕç.

Районĕпе 31864 тонна çĕр улми туса илтĕмĕр. Вăл кашни гектартан вăтамран 239 центнер тухрĕ. “Батыревский” хуçалăхра тухăç – 360, Ленин ячĕллĕ хуçалăхра – 345, “Истокра” – 280, “Малаллара” 276 центнерпа танлашрĕ.

Сахăр чĕкĕнтĕрĕ те ăнса пулчĕ. Ăна 23041 тонна туса илтĕмĕр. Тухăçĕ гектар пуçне 333 центнер. Мĕн пур сахăр чĕкĕнтĕрĕн 65 процентне “Исток” хуçалăх çитĕнтерчĕ. Вăтам тухăçĕ 400 центнерпа танлашрĕ. Ленин ячĕллĕ, “Малалла”, “Первомайск”, “Красное знамя” хуçалăхсем те ку тĕлĕшпе начар мар ĕçлерĕç.

Пахча çимĕç туса илессипе “Малалла”, “Югель”, Ленин ячĕллĕ хуçалăхсене палăртмалла.

Тăватă хуçалăх пуçласа рапс туса илессипе ĕçлерĕ. Вăл “Истокра” – 11, “Югельре” 9, 6 центнер тухăç пачĕ.

Пирĕн тăрăхра кирек хăш çулта та кĕрхи тырă начар мар тухăç панине шута илсе кăçал лаптăка 7448 гектара çитертĕмĕр. Килес çул валли тĕш тырă, çĕр улми вăрлăхĕ çителĕклĕ хатĕрлесе хăвартăмăр.

Ÿсĕм-çитĕнÿ кашни çын хастарлăхĕпе, тăрăшулăхĕпе çыхăннă. Вырмара “Исток” хуçалăхри В.Романов, Ленин ячĕллĕ хуçалăхри А.Чихин, А.Французов, Н.Пахомов, Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнчи Ю.Каррин, “Красное знамя” хуçалăхри Н.Чернов, “Батыревский” хуçалăхри Г.Арланов комбайнерсем, Ленин ячĕллĕ хуçалăхри В.Гаврилов, “Звезда” хуçалăхри Ю.Батманов, “Батыревский” хуçалăхри А.Раськин, “Труд” хуçалăхри А.Софронов механизаторсем, Ленин ячĕллĕ хуçалăхри Г.Еремеев, “Труд” хуçалăхри А.Эриванов, “Звезда” хуçалăхри Г.Мышкин водительсем уйрăмах пысăк хастарлăх кăтартрĕç.

– Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ мĕнлерех аталанса пырать?

– Çĕр ĕçĕпе выльăх-чĕрлĕх отраслĕсем пĕр-пĕринпе уйрăлми тачă çыхăннă. Обществăлла секторта 5 пин мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра 1.5 пин пуç сăвăнакан ĕне, 9 пин пуç сысна.

Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче, “Звезда”, “Первомайск”, “Малалла”, “Труд”, “Красное знамя”, “Хастар”, “Батыревский”, “Исток” хуçалăхсенче ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе уйрăмах ăнăçлă ĕçлеççĕ. “Труд”, Ленин ячĕллĕ, “Звезда”, “Красное знамя” хуçалăхсем кашни çулах республикăра ирттерекен ăратлă выльăх-чĕрлĕх куравне хутшăнса призлă вырăнсене йышăнаççĕ.

Районта хура ула ăратлă ĕнесем ĕрчетессипе икĕ ферма ĕçлет: Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче, тата “Красное знамя” хуçалăхра. “Красное знамя”, “Звезда” хуçалăхсем шурă шултра ăратлă сысна ĕрчетессипе палăрнă. “Хастар”, “Красное знамя” хуçалăхсем пыл хурчĕсен вăтам вырăс ăратне ĕрчетессипе пуян опыт пухнă.

2007 çулхи январь-октябрь уйăхĕсенче хуçалăхсем пĕтĕмпе 5174 тонна сĕт туса илнĕ, 2006 çулхинчен 192 тонна нумайрах. Кашни ĕнерен илнĕ вăтам сăвăм 3417 килограмм. Малтанласа шутласа пăхнă тăрăх кăçал районта кашни ĕнерен 4000 килограмран кая мар сĕт суса илеççĕ. Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче 6000 килограмран иртмелле. Çак хуçалăхри В.Каруева, Т.Петрова, Л.Васькина, Г.Французова, А.Антипова дояркăсем 7000 килограмран та ирттерĕç.

Кăçалхи вунă уйăхра 1050 тонна аш-какай туса илнĕ, пĕлтĕрхинчен 99 тонна ытларах. “Труд”, “Красное знамя”, “Звезда”, “Родник”, Ленин ячĕллĕ хуçалăхсенче Голландин “Провими” фирми хутăшĕпе усă кураççĕ. Çавна май сыснасем талăкра 700-800 грамм ÿт хушаççĕ. Сĕт тухăçне ÿстерме “фелуцен” хутăш, ĕне-выльăха ÿт хушма “кладезь” пулăшать.

Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма сĕтеклĕ апат ытлăн-çитлĕн хатĕрленĕ.

Выльăх-чĕрлĕх витисене çĕнетсе реконструкцилес, оборудованисем вырнаçтарас тĕлĕшпе те ырă улшăну нумай. “АПК аталанăвĕ” наци проектне реализацилесе Ленин ячĕллĕ, “Красное знамя”, “Звезда”, “Труд” хуçалăхсем 8 çуллăха кредит илсе выльăх-чĕрлĕх фермисене модернизацилерĕç, çĕнĕ сĕт линийĕ тата холодильник вырнаçтарчĕç. Апат валеçекен çĕнĕ техника та скотниксен ĕçне чылай çăмăллатрĕ.

– “АПК аталанăвĕ” наци проектне пурнăçа кĕртессипе мĕнле çĕнĕлĕхсем пур тата унăн малашнехи шăпи?

– Районта çĕнĕ техника туянас, унпа усă курас, çĕнĕ технологие ĕçе кĕртес тĕлĕшпе те ырă улшăнусем самаях. Техника паркне лизинг мелĕпе, çăмăллăх кредит илсе çĕнетсех тăраççĕ. 2007 çулта мĕн пур çăл куçсенчи укçа-тенкĕпе 59 миллион тенкĕлĕх 60 ял хуçалăх техники туяннă. Çав шутра 15 комбинированнăй ака агрегачĕ, “Кузбасс” ака комплексĕ, 16 БДМ дискатор, 14 МТЗ-1221 трактор, “Класс-Медион” комбайн 14 ДОН-1500 Б комбайн, çĕр улми туса илекен 5 комплекс комплект, сахăр чĕкĕнтĕрĕ туса илекен 4 техника комплекчĕ, “франц-кляйн” комбайн тата ытти те.

Проектпа виçĕ тĕп çул-йĕре пурнăçа кĕртеççĕ: выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарасси; пĕчĕк формăллă хуçалăхсене хавхалантарасси; ялти çамрăк специалистсене çурт-йĕр тума пулăшасси е хваттерпе тивĕçтересси. Ялти специалиста хваттер туянма патшалăх пулăшать. Хăтлă хваттер туянма 1 миллион тенкĕ кирлĕ пулсан, 700 пин тенкине каялла тавăрса параççĕ.

Инвестицие ытларах хывни, ял хуçалăх продукцийĕн сутăн илмелли хакне хăпартни ял çыннин ĕçлес хастарлăхне татах та ÿстерет.

Пĕтĕмлетсе çакна каласшăн: ял пысăк йывăрлăхсен тапхăрне тÿссе ирттерсе пырать. Халĕ вĕсен умĕнче çĕнĕ, анлă малашлăх уçăлчĕ. Ăна çывхартас тесен кашни çыннăн хăйне шанса панă вырăнта чун-чĕре ăнланулăхĕпе ĕçлемелле.

Районти ял хуçалăх ĕçченĕсене пурне те уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Çĕр ĕçĕ, выльăх-чĕрлĕх патĕнче тăрăшасси çăмăл мар. Малашне те хастар, сывлăхлă, вăрăм ĕмĕрлĕ пулăр, сирте вăй-хал тапса тăтăр. Уяв ячĕпе сире, ял ĕçченĕсем, ветерансем!

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 ноября 2007
00:00
Поделиться