Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вăрçă паттăрĕсене чысласа – палăк

Эпĕ Шăхач ялĕнче çуралнă. Çамрăклăхăм Аслă Отечественнăй вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче иртрĕ. Ачаллах ĕçе кÿлĕнтĕмĕр. Манăн анне тăванĕсем – Стефейкинсем çĕр-шыва тăшмансенчен хÿтĕлеме 17-ĕн тухса кайнă, 12-шĕ вăрçăран таврăнайман, унтах выртса юлнă.

Хам та ватлăх енне сулăннă май, Аслă вăрçăра пуç хунă куккасене асăнса масар çинче палăк лартма шутларăм. Çак ыйтупа район пуçлăхĕпе Н.И.Глуховпа çыхăнтăм. Вăл ман шухăша ырларĕ, çийĕнчех Шăхач ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Н.Ф.Ляпкинпа калаçрĕ. Ку ыйтăва 2006 çулхи август уйăхĕнче пурнăçларĕç. Палăка лартнă хыççăн Турхан чиркĕвĕн настоятелĕ Петĕр атте вилнисене асăнса кĕлĕ ирттерчĕ.

Çак чыслă та пархатарлă ĕçе пурнăçлама пулăшнăшăн хам тата тăвансен ячĕпе район пуçлăхне Н.И.Глухова, ял тăрăхĕн пуçлăхне Н.Ф.Ляпкина тата унăн ĕçченĕсене, çак ĕçе тума хутшăннă юлташсене чĕререн тав тăватăп.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 ноября 2007
00:00
Поделиться