Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Техникăна лайăх упрар

Уй-хирти кĕрхи ĕçсем ăнăçлă вĕçленчĕç. Тĕш тырă пухса кĕртмелли комбайнсемпе, сеялкăсемпе тата ытти хăш-пĕр техникăпа усă курмалли вăхăт иртрĕ. Çавăнпа та пушаннă техникăна çийĕнчех упрама лартмалла. Паянхи кун техника, запас пайсем хаклă. Тракторсемпе кăкарса ĕçлемелли агрегатсем кивĕ. Çавăнпа та техникăна упрасси, унăн ĕмĕрне вăрăмлатасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сивĕсем пуçланиччен упрама лартас ĕçе хăвăртлатмалла.

Пушаннă техникăна упрама лартиччен лайăх тасатмалла, тутăхакан пайсене çу сĕрсе ятарлă подставкăсем çине лартмалла е ангара кĕртмелле. Сăнчăрсене, гидрошлангсене илсе хумалла. Глушительсемпе сывлăш фильтрĕсене пленкăпа е ытти материалпа герметизаци тумалла. Резина кустăрмасене çĕр çинчен 8-10 сантиметр çÿлелле çĕклемелле. Камерăсенчи сывлăша 70 процент таран кăларса пушатмалла. Кустăрмасене шуратмалла. Çак мероприятисене туса ирттерни техника ĕмĕрне вăрăмлатма пулăшĕ. Техникăна упрама лартассишĕн хуçалăх ертÿçисем, специалистсем яваплă.

Ятарлă комисси техникăна упрама вырнаçтарса лартнине вырăна тухса тĕрĕслесе çаврăнчĕ. Мĕн кăтартрĕ-ха тĕрĕслев;

Чылай хуçалăхра çак ĕç çине тÿрĕ кăмăлпа пăхнă. Уйрăмах Ленин ячĕллĕ, “Малалла”, “Батыревский”, “Югель” хуçалăхсене палăртмалла.

Çав вăхăтрах “Трудовик”, “Мир”, “Хастар”, “Заря” тата ытти хăш-пĕр хуçалăхра тĕрĕслев тĕлне пĕр техникăна та хĕл каçма хатĕрлесе вырнаçтарса лартман. Машина-трактор упрамалли картишне кирлĕ-кирлĕ мар япаласенчен тасатман. Юрăхсăра тухнă техникăна ыттисенчен уйăрман, тимĕр-тăмăра ăсатма палăртнă вырăна кайса хуман.

Комисси ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенчен тĕрĕслев итогĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн техникăна хĕл каçма тирпейлесе лартассипе “Малалла”, Ленин ячĕллĕ, “Батыревский”, “Югель” хуçалăхсем чи нумай балл пуçтарнине палăртрĕ, тĕрĕслев материалĕсене республика комиссине тăратрĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 ноября 2007
00:00
Поделиться