Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район юбилейне – ырă ĕçсемпе

Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисен канашлăвĕнче кашнийĕнчех район пуçлăхĕ Н.Глухов хальхи вăхăтра пурнăçламалли чи çивĕч ыйтусене хускатать. Хальхи планерка кун йĕркинчи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри – тăван районăмăр 80 çул тултарнине чыслăн хатĕрленсе ирттерсе ярасси.

Çавна май Николай Иванович район центрĕнчи тирпей-илем пирки те ыйтăва çивĕчлетнĕ. Кашни ĕç коллективĕ, патшалăх çуртĕнче пурăнакансем хăйсен таврашне йĕркене кĕртмелле.

Иртнĕ эрне район историйĕшĕн уявсемпе палăрса юлнă. Кашни ĕç коллективĕнче тенĕ пекех Ача амăшĕн кунне хисеплĕн паллă тунă. Район шайĕнчи пĕлтерĕшлĕ тепĕр юбилей – ДРСУ 75 çул тултарни.

Планеркăра çавăн пекех районта наци проек-чĕсемпе килĕшÿллĕн пулса пыракан ĕçсем пирки, ялти культура çурчĕсене модернизацилес тата ытти ыйтусемпе те калаçнă. Паян-ыранхи ĕçсене юбилее пăхăнтарса пурнăçламаллине палăртнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 ноября 2007
00:00
Поделиться