Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Мускав укçине вырăнтах ĕçлесе илме пулать

Хальхи вăхăтра çамрăксемпе вăйпитти çынсем вăрăм укçана ăмсанса чылайăшĕ Мускава е урăх хулана шабаша çÿреççĕ. Чăнах та хăшĕ-пĕри самай хулăн енчĕкпе таврăнать унтан. 30-40 пин тенкĕ сахал укçа мар ĕнтĕ. Теприсем вара Патăрьелĕнче ĕçлесе тунă укçаран та сахалтарах мулпа таврăнаççĕ. Кашни ăсмассерен яшкара та какай турамĕ лекеймĕ. Камшăн ăнать, камшăн çук вăл калым тени. Тăрăшсан вара хамăр вырăнти условисенчех Мускав укçине ĕçлесе илме пулать. “Исток” хуçалăхра, сăмахран, сахăр чĕкĕнтĕрĕ кăларнă комбайнерсен шалăвĕ Мускавçăсенчен пĕрре те кая пулман. Çын кĕсйинчи укçана шутлама хушмаççĕ-ха, çапах та çĕр ĕçченĕ ÿркенмесен вырăнтах вăрăм укçа тума пултарать.


"Авангард" (газета Батыревского района)
28 ноября 2007
00:00
Поделиться