Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Компьютерпа туслашсан

Вĕрентÿре çĕнĕ технологисемпе усă курасси çулсерен вăй илсе пырать. Çавна май вĕрентекенсем те, вĕренекенсем те тĕрлĕ конкурссемпе олимпиадăсене хутшăнаççĕ. Акă, Патăрьелĕнчи вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен О.Паймукова ачасен пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе “Личностно-ориентированное обучение” курс ĕçĕ хÿтĕлерĕ.

Кунта компьютерпа усă курса кĕçĕн класс ачисемпе тĕрлĕ проект ĕçĕсем хатĕрлеççĕ. Вĕсемпе район, республика, Раççей шайĕнчи конкурссене хутшăнма тăрăшаççĕ. Сăмахран, компьютер урлă Пĕтĕм Раççейри “Эйдос” математика олимпиадине хутшăнчĕç. М.Поляков, К.Каллина, Д.Сергеев, В.Аппакова унта пысăк кăтартусем тума пултарчĕç.

Кун пек конкурссене малашне те хутшăнас кăмăлĕ ачасен питех те пысăк.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 ноября 2007
00:00
Поделиться