Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Герман Кокель вилнĕренпе – 70 çул

Турханта çуралса ÿснĕ пĕр тăван Кокельсене халĕ çĕр-шывĕпех пĕлеççĕ. Пĕри, асли, Алексей, паллă художник пулнă. Тепри, Григорий (Герман ятпа монаха кĕнĕскер), вырăс чиркĕвĕн святойĕсен шутне кĕнĕ. Улатăр епископĕ Герман Кокель святитель 70 çул каялла большевиксенчен асап тÿссе вилнĕ. Ун ячĕпе Патăрьел чиркĕвĕнче кĕçĕн престол уçнă. Унта ноябрĕн 2-мĕшĕнче Турăшăн асапланса вилнĕ таса пурăнăçлă Германа асăнса кĕлĕ ирттерчĕç.

Ноябрĕн 9-мĕшĕнче Кокельсен тăван ялĕнче, Герман святителĕн юбилейне паллă тунă май, Варнава митрополит аслă кĕлĕ ирттернĕ. Кăнтăр округĕн благочиннăйĕ Анатолий Сорокин протоиерей хăйĕн проповечĕнче Герман Кокель пурнăçĕ пирĕншĕн ырă тĕслĕх пулнине палăртрĕ. Чиркÿ уявне район пуçлăхĕ Н.И.Глухов, вырăнти самоуправлени тата общественность представителĕсем, таврари ялсенчен пухăннă ĕненекенсем хутшăнчĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 ноября 2007
00:00
Поделиться