Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнтерÿçĕсем палăрчĕç

Патăрьел территори суйлав комиссийĕнче “Енчен те эпĕ Патшалăх Думин депутачĕ пулас пулсан” сочиненисен, “Суйлав ачасен тата çамрăксен куçĕпе” ÿкерчĕксен конкурсне пĕтĕмлетрĕç. Унта тăратнă çырав ĕçĕпе пĕрремĕш вырăна Нăрваш Шăхаль вăтам шкулĕнчи вунпĕрмĕш класри Е.Калькин, иккĕмĕшне професси училищинчи З.Гаврилова, виççĕмĕшне Хирти Пикшикри вăтам шкулти тăххăрмĕш класра вĕренекен А.Кудряшова йышăнчĕç.

Ÿкерчĕксем тăвас енĕпе пĕрремĕш вырăна Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти тăваттăмĕш класри Н.Каргина, иккĕмĕшне çак шкулти çиччĕмĕш класра вĕренекен Н.Ярусова, виççĕмĕш вырăна Первомайски вĕрентÿ центрĕнчи çиччĕмĕш класри К.Сорокинăпа саккăрмĕшĕнчи И.Михайлов тивĕçрĕç.

Çĕнтерÿçĕсемпе вĕсен ертÿçисене конкурса хутшăннине çирĕплетекен сертификатсем кĕтеççĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 ноября 2007
00:00
Поделиться