Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район – аталану çулĕпе, малалла!

Йăлана кĕнĕ черетлĕ информаци кунĕсенче район, республика пĕр тикĕссĕн, çирĕппĕн аталанса пынине пĕрре мар халăхпа сÿтсе явнă. Кашнийĕнчех ЧР Физкультурăпа спорт, туризм министрĕ А.Николаев ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн вырăнсенче пулса ял çыннипе куçа-куçăн калаçнă, вĕсене пăшăрхантаракан ыйтусене шута илнĕ. Çулталăк тăрăшшĕпе информушкăн кашни ял тăрăхне, ытти чылай ĕç коллективне çитсе кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе явнă.

Информаци кунĕ хальхинче те çак йĕркепех иртрĕ. Район пуçлăхĕ Н.Глухов районти структура подразделенийĕсен ертÿçисемпе, организаци-предприяти руководителĕсемпе, хуçалăх ертÿçисемпе, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе йĕркеленĕ тĕл пулура районăн экономикăри тата социаллă сферăри аталану ÿсĕм çулĕпе тепĕр хут тĕплĕн паллаштарчĕ.

– 2007 çул пирĕншĕн ĕçлĕ те, тухăçлă та, кăмăллă та иртет. Çак тапхăрта халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн, çăмăллатассишĕн, район экономикине çирĕплетессишĕн çÿлти шайсенче йышăннă чылай программăсемпе Указсене пурнăçлама тиврĕ. Мĕн туни, çĕнетни, пурнăçлани пурин куçĕ умĕнче те. Савăнăçа халăхпа пĕрле пайламалли самантсем кăçал нумай пулчĕç. Акă, Чăваш Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн кашни яла асфальт сарнă çулпа çыхăнтарасси ăнăçлă пурнăçланса пырать. Малашне кирек хăш яла та çăмăллăнах çитме пулĕ, – пуçларĕ хăйĕн калаçăвне район пуçлăхĕ Н.Глухов.

Николай Иванович çул пирки пĕтĕмлетÿ тунă чухне нумай пулмасть çеç Ульяновкăра çул уçнă вăхăтра ялти ватă кинемей-мучисен сăмахĕсем аса килчĕç:

– Ку пурнăçа курасса шутламанччĕ те. Çитмĕл çул ытла кĕрлĕ-çурлă çанталăкра тĕлли-паллисĕр çулпа пылчăк çăраттăмăр. Ураран вăрăм кунчаллă атă хывăнмасчĕ. Паян вара пирĕн яла çумăрта та пушмакпа çитме пулать. Ял халăхĕшĕн шутламан ырлăх çитрĕ: газ, çул! Халĕ тата таса шывпа тивĕçтересшĕн. Патшалăх, район пуçлăхĕсене тав тумалăх пур. Тĕрĕссипе каласан, вилес те килмест, анчах ватăлтăмăр, – пĕрне-пĕри пÿле-пÿле калаçрĕç “Спасибо за дорогу” пысăк плакат умĕнче туя çине таянса тăракан ватăсем. Çак кунран пуçласа Ульяновкăсемшĕн ятарлă вĕр çĕнĕ маршрутлă автобус çÿреме пуçлани тата мĕн пысăкăш савăнăç, телей!

Район чăнласах та харăсах тĕрлĕрен программăна, наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе курăмлă ĕçлет. Çывăх вăхăтрах, акă, Патăрьелĕнчи физкультурăпа спорт комплексĕ пуçласа спорта юратакансене йышăнĕ. Халĕ кунта строительсем çуртăн фасадне тирпейлесе пĕтерес тесе тимлеççĕ. Патăрьелĕнчи тĕп больницăн хушма çуртĕнче те çывăх вăхăтрах пациентсем тухтăрсенчен кирлĕ сĕнÿсем илĕç. Çитес çул вара Турханта та пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ уçăлĕ.

Агропромышленность комплексĕнчи çитĕнÿсем те курăмлă. Кăçалхи ял хуçалăх çулĕнче, сăмахран, пирĕн Патăрьел районĕн маттур çĕр ĕçченĕсем, механизаторсем тăрăшнипе республикăра кăнтăр районĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă! Çакă тата мĕнрен япăх кăтарту?

Иртнĕ эрнере район депутачĕсен Пухăвĕнче çитес çулхи бюджета пăхса, çирĕплетсе хăварнă. Кăçал хавхаланса, пĕр-пĕрне ăнланса пурнăçланă ĕçсен результачĕсене шута илсе ăна кăçалхинчен самай пысăкрах палăртнă. Кунсăр пуçне тепĕр пысăк çăл куç – республика, федераци бюджетне, тĕрлĕрен программăсене кĕрсе хушма укçа тупма пултарни. Шăпах иккĕмĕшĕ паян хамăртан килет. Правительствăпа район килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлеччĕр тесен, çывхарса килекен суйлавра хальхи вăхăтра пысăк вăй, тĕрек, шанăç парса тăракан партишĕн хамăрăн сасăсене памалла. Кирек мĕнле пулсан та çак парти списокне Раççей Президенчĕ В.Путин ертсе пырать.

Ноябрĕн 21-мĕшĕнче районта иртнĕ информаци кунне хутшăннисем район центрĕнче паян хĕрсе пыракан строительство объекчĕсене çитрĕç. Сăкăт, Шăхач, Çĕнĕ Ахпÿрт, Алманчă ял тăрăхĕнче пулса общественноçпа, ял çыннисемпе, педагогика коллективĕпе тĕл пулчĕç, район аталану çулĕпе пĕр тикĕссĕн утни, малашлăх плансем пирки калаçрĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 ноября 2007
00:00
Поделиться