Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Аннене савса

Районти вĕрентÿ пайĕн ачасене хушма пĕлÿ паракан центрĕнче республикăра пыракан “Анне чĕри” конкурс иртрĕ. Ăна ÿссе çитĕнекен ăрăвăн ыр кăмăллăхĕ ÿстĕр, хĕрарăм-анне патне юратăвĕ, хисепĕ виçесĕр пултăр, çемьере пĕр-пĕрне ăнланасси лайăхлантăр тесе йĕркеленĕ.

Пĕрлех ачасен ăсталăхне тупса палăртса малалла аталантарма майсем туса парассине тĕпе хунă. Район шайĕнчи конкурс 5 номинаципе иртрĕ: чи лайăх юмах, чи лайăх сочинени, чи лайăх сăвă, чи лайăх ÿкерчĕк, чи лайăх алă ĕçĕ. Юмахсемпе сочиненисене “пурте ун çинчен” тема тавра шăр-çаларĕç. Сăвăсене “Манăн аннеçĕм пĕрре” ятпа, ÿкерчĕксене “Пурнăçри тĕссем сана валли”, алă ĕçĕсене “Анне валли хамăн алăсемпе ăсталанă парне” темăсене тĕпе хурса турĕç. Конкурса 27 шкултан 300 ĕç тăратнăччĕ. Пĕрремĕш номинаципе малти вырăна Турханти вăтам шкулти улттăмĕш класра вĕренекен Р.Родионова тухрĕ. Сочинени çырассипе кĕçĕн классем хушшинче Нăрваш Шăхалĕнчи виççĕмĕш класри А.Калашников, вăтаммисенчен Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти Н.Ярусова, аслисенчен Турханти вăтам шкулти Н.Яковлева вĕренекенсем палăрчĕç. Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти виççĕмĕш класри М.Ермолаева, Турханти вăтам шкулти çиччĕмĕш класри С.Богданова, Первомайскинчи вĕрентÿ центрĕнчи вунпĕрмĕшĕнчи О.Алиуллова хăйсен ушкăнĕсенчи конкурса тăратнă ачасенчен “Чи лайăх сăвă” çырассипе пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç. Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти виççĕмĕш класри Л.Мешкова, Первомайскинчи вĕрентÿ центрĕнчи саккăрмĕшĕнчи И.Михайлов, вунпĕрмĕшĕнчи Т.Грачева лайăх ÿкерчĕксем туса çĕнтерÿçĕсем пулчĕç. Шкул-интернатри М.Мулгачева, хушма пĕлÿ паракан вĕрентÿ центрти “Тĕлĕнтермĕш йĕпсем” кружока çÿрекен А.Полякова кĕçĕн классенче вĕренекенсем, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти пиллĕкмĕшĕнчи М.Тихонова, Сăкăтри вăтам шкулти вуннăмĕшĕнчи И.Невидомова амăшĕ валли хăйсен аллипе чи лайăх парнесем тăвассипе малти вырăнсене йышăнчĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 ноября 2007
00:00
Поделиться