Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ачасемшĕн – ятарлă çулталăк

Кирек мĕнле ачана та вăл çут тĕнчене килнĕ кунран пуçласах сывă та тĕреклĕ çитĕнтересси, ăна кирлĕ чухне тивĕçлĕ пулăшу парасси – патшалăхшăн пĕлтерĕшлĕ ыйту. Ахальтен мар ĕнтĕ 2007 çула Республика Президенчĕ ятарласа вĕсене халалларĕ. Чăваш Ен ертÿçи ят панă çулталăк районта ăнăçлă та, тухăçлă та иртсе пырать. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан çуралакансем 90 ача ытларах. Çулсеренех пĕчĕк ачасен вилеслĕх шайĕ икĕ хута яхăн чакса пыни те кăмăллă. Çĕр-шыв пуласлăхĕ, малашлăхĕ çирĕп пулни пурне те пысăк шанăç парать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 ноября 2007
00:00
Поделиться