Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Велоспортра вăйлисем

 

Юхма Енре тĕнчипе палăрнă спортсмен-велосипедистсем нумай. Тен, çавсене кура ĕнтĕ ачасем пĕчĕкĕллех велосипедпа ярăнма юратаççĕ. Ỹссе пынă май вара спортăн çак енне суйласа илсе район, республика, Раççей шайĕсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Акă, Чăваш Енре туллă-сăртлă вырăнта велосипедпа ăмăртакансен Раççей кубокне çĕнсе илессишĕн 7, 8, 9-мĕш этапĕсем иртрĕç.

 7-мĕш этап Вăрмар поселокĕнче, 8-мĕш Çĕнĕ Шупашкарта, 9-мĕш "Росинка" спортпа кану лагерĕнче пулчĕç.

Патăрьелсен пĕрлештернĕ команди ку ăмăртура лайăх результатсем кăтартрĕ. 1996-1997 çулсенчи арçын ачасен хушшинчи ăмăртăвăн 3 кунĕнче те А.Раськин (Н.Шăхаль) малти вырăнсене йышăнма пултарчĕ.

1994-1995 çулсенчи хĕрачасен хушшинче виçĕ этапра та О.Терентьева 1-мĕш, А.Михайлова тата К.Филиппова 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене тухрĕç. (Пурте Н.Шăхаль шкулĕнчен, тр.Афанасьев В.С.). 1994-1995 çулхи арçын ачасен хушшинче ăмăртăвăн юлашки кунĕнче М. Емельянов (Çĕньял шк., тр. Шашкова А.А.) 3-мĕш вырăн йышăнчĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 ноября 2007
00:00
Поделиться