Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сывлăхшăн усăллă кану

 Кĕркуннехи кĕске каникул хыççăн районти шкулсенчи классем каллех ачасен сассипе тулчĕç. Канăвĕ вăрăма тăсăлман пулин те, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти кĕçĕнрех çулти ачасемшĕн вăл сывлăхшăн самаях усăллă иртнĕ. "Сывлăх хулинче" (çапла ят панă шкула) ачасем черетлĕ кашни куна физкультура самантĕнчен пуçланă. Ирхи апат хыççăн вара воспитательсемпе тавра курăма анлăлатмалли мероприятисенче, спорт ăмăртăвĕсенче тупăшнă. Урăхла каласан, вăхăт урамра çапкаланса çỹресе мар, питĕ усăллă иртнĕ. Халĕ ачасем хĕллехи каникул çитессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 ноября 2007
00:00
Поделиться