Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Районта _ Правительство пуçлăхĕн çумĕ

 Пирĕн района республика шайĕнчи çынсем, министрсем тăтăшах килсе тăраççĕ. Нумай пулмасть çеç республика Президенчĕ Н.Федоров Патăрьел районĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе паллашрĕ, ĕççыннисемпе тĕл пулчĕ. Иртнĕ эрнекун вара пирĕн района Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин та-та архив ĕçĕн министрĕ Н.И. Володина килчĕ.

Наталия Ивановна район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе Р.Селивановпа тĕрлĕ коллективпа тĕл пулса паянхи кунхи ыйтусене сỹтсе яврĕ, Шăнкăртамри ачасен тĕслĕх библиотекинче, районти тĕслĕх библиотекăра, культурăпа кану центрĕнчи тĕл пулусенче Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн культура учрежденийĕсене модернизацилес, ялти культура учрежденийĕсене, библиотекăсене аталантарас ыйтусене хускатрĕ.

Н.Володина çавăн пекех районти "Авангард" хаçат ĕçченĕсемпе те курнăçрĕ, коллектив ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Министр предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă пулнине, ĕçлеме мĕн пур услови çителĕклине палăртса хăварчĕ, хаçата лайăхлатас енĕпе малашне те ăнăçлă ĕçлеме ырлăх-сывлăх сунчĕ. Журналистсемпе полиграфистсен малашлăх тĕллевĕсене çивĕчлетрĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 ноября 2007
00:00
Поделиться