Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕчĕк предпринимательство анлă çул çинче

 Районта пĕчĕк предпринимательство çулсеренех аталанса, вăй илсе пырать. Кăçалхи çулталăк пуçланнă тĕле çак сферăра 2771 çын ĕçленĕ, вăл шутра _ 1154-шĕ _ уйрăм предпринимательсем. Тăхăр уйăхра çак йыша тата 70-ĕн хутшăннă.

Иртнĕ çул вырăнти бюджета налогсенчен 29,5 проценчĕ пĕчĕк предпринимательствăран кĕнĕ. Кăçалхи тăхăр уйăхра пĕчĕк предпринимательство субъекчĕсен суту-илỹри таварçаврăнăшĕ 192,03 миллион тенкĕ пулнă. Ку вăл районти пĕтĕмĕшле таварçаврăнăш калăпăшĕн 49,3 проценчĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 ноября 2007
00:00
Поделиться