Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

КĕРХИ КРОСС

 

Первомайскинче Тĕнче класлă спорт мастерĕ А.Деверинская парнисемшĕн тата спартакиада шучĕпе çăмăл атлетика кросĕ иртрĕ. Унта 11 шкул тата 5 ял тăрăх команди тупăшрĕ.

Çивĕч кĕрешỹре 5-7-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче хĕрачасенчен А.Прокопьева (Ишлĕ), А.Петрова (Патăрьелĕнчи 2-мĕш), А.Андреева (Ишлĕ), арçын ачасенчен А.Тимошкинпа Д.Япаров (иккĕшĕ те Аслă Чеменрен), Э.Тихонов (Патăрьелĕнчи 2-мĕш) призлă вырăнсене йышăнчĕç.

8-9-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче те çивĕч кĕрешỹ пычĕ. Малти вырăнсене Н.Кузьминапа И.Кудряшова (иккĕшĕ те Первомайски), К.Филиппова (Н.Шăхаль), арçын ачасенчен А.Петров (Патăрьелĕнчи 2-мĕш), Р.Отобаев (Ишлĕ), А.Петров (Х.Пикшик) тухма пултарчĕç.

10-11-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче хĕр ачасенчен Е.Адикинăпа А.Николаева (иккĕшĕ те Н.Шăхаль), Н.Иванова (А.Чемен), арçын ачасенчен А.Быков (2-мĕш шкул), В.Едифанов (Н.Шăхаль), Н.Пыркин (Первомайски) чи вăйлисем иккенни палăрчĕ.

Пĕтĕм итогсем тăрăх вăтам шкулсен ушкăнĕнче Первомайскисем, Нăрваш Шăхальсем, Аслă Чеменсем призлă вырăнсене йышăнчĕç. Тĕп шкулсен ушкăнĕнче Ишлĕсем, Треньелсем, Шăхачсем малти виçĕ вырăна тухрĕç.

Ял тăрăх командисенчен Первомайски _ 1-мĕш, Аслă Чемен _ 2-мĕш, Турхан _ 3-мĕш. 



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 ноября 2007
00:00
Поделиться