Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ыйтусем _ халăх пурнăçĕпе çыхăннисем

 Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисен черетлĕ планеркине район пуçлăхĕ Н.Глухов хутмалли хĕллехи тапхăр пур çĕрте те ăнăçлă пынине пĕтĕмлетнинчен пуçланă. Ку тĕлĕшпе районта резерв топливи çителĕклĕ.

Малалла Николай Иванович район центрĕнче пысăк хăвăртлăхпа пыракан строительство объекчĕсенчи ĕçсем çинче чарăнса тăнă. Хальхи вăхăтра Патăрьелĕнчи физкультурăпа спорт комплексĕнче, çамрăк мăшăрсен çырăнтару керменĕнче, районти тĕп больницăн хушма çуртĕнче, пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртра хĕрỹ ĕç пырать.

Иртнĕ эрнере район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕнче чи пысăк пĕлтерĕшлĕ финанс документне _ 2008 çул бюджетне йышăннă. Вăл вара район халăхĕшĕн те кăсăклă. Бюджет укçин 73 проценчĕ вĕрентĕве, сывлăха сыхлас ĕçе, культурăна, социаллă политикăна аталантарасси çине кайĕ.

Иртнĕ эрнере районта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Н.Володина, вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрĕ Г.Чернова пулнă. Район пуçлăхĕ Н.Глухов вĕсен ĕçлĕ тĕл пулăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 ноября 2007
00:00
Поделиться